Виçĕ ал çырăвĕ пăхса тухрĕç

Виçĕ ал çырăвĕ пăхса тухрĕç

2023-мĕш çулăн çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствин ăслăлăхпа меслет канашĕн ларăвĕ пулчĕ.

Лару Вĕренӳ институтĕнче иртрĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, 3 ал çырăвне пичетлесе кăларас пирки калаçрĕç:

1) Е.В. Михайлова 4-мĕш класс валли хатĕрленĕ «Тăван ен» вĕренӳ кĕнекин ал çырăвĕ;

2) Н.Н. Чернова, В.И. Игнатьева, Л.В. Николаева хатĕрленĕ «1-мĕш класра литература вулавĕ урокĕсене ирттересси» меслет сĕнĕвĕн ал çырăвĕ;

3) О.Г. Кульев 3-мĕш класăн «Чăваш чĕлхи» вĕренӳ хатĕрĕ çумне  хушса кăларма хатĕрленĕ «Илĕртӳллĕ чăваш чĕлхи» ĕç тетрачĕн ал çырăвĕ.

Канаш пайташĕсем ал çырăвĕсем вĕрентӳ ĕçĕнче питĕ кирлĕлĕхне, авторĕсен пархатарлă ĕçне палăртрĕç, малалла та тухăçлă ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Вĕренӳ институчĕн ректорĕ Ю.Н. Исаев канаш ĕçĕнче хастар ĕçленĕшĕн тата ытти мероприятре май пур таран пулăшнăшăн Татьяна Витальевна Денисовăна тав хучĕ парса чысларĕ.

 



21 июня 2023
14:29
Поделиться