Хăнасем чăваш кун-çулĕпе паллашрĕç

Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче иртнĕ «ПĔРЛЕ» / «ВМЕСТЕ» вĕренӳ сессийĕнче истори ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Петрович Иванов «Чуваши: этническая история и традиционная культура» темăпа тухса калаçрĕ. Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕнчен килнĕ хăнасем Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн доцентне тимлĕ итлерĕç, ыйтусем пачĕç, чăваш кун-çулĕпе паллаштаракан кĕнекесене ăçта туянма май пуррипе кăсăкланчĕç.