Питěрти чӑваш историкě

Халăхăн кун-çулне тата пултарулăхне тĕпчекен паллă ăсчах, истори наукисен докторĕ, хальхи вăхăтра Питĕрти Кунсткамерăра вăй хуракан Антон Кириллович Салмин ятне «Халăх шкулĕ» журнала вулакансенчен чылайăшĕ пĕлет те пулĕ. Нумаях пулмасть редакци унпа калаçса (Шупашкарта вăл тăтăш пулать!) интервью хатĕрлерĕ. Халĕ унăн сыпăкĕпе паллаштаратпăр сире (тулли варианчĕ çитес кăларăмсенчен пĕринче пулĕ).
«...Манăн ăслӑх ҫулĕ ҫине тухасси ӑнсӑртран пулчĕ теме юрать. 1967-мĕш ҫулта вунă класс пĕтернĕ ҫĕре ӑҫта вĕренме каясси ҫинчен шутламан тесен те юрать. Ун чухне манӑн Толя тете Шупашкарта ĕҫлесе пурӑнатчĕ. Пĕр ҫырура (ун чухне ҫырусем ҫыраттӑмӑр) вӑл манран ӑҫта вĕренме кайма шутлани ҫинчен ыйтрĕ. Çав кунхинех ҫырӑнса илекен «Коммунизм ялавĕ» хаҫатра пединститута вĕренме кĕме чĕнекен информаци пулчĕ. Унпа паллашнӑ хыҫҫӑн эпĕ вырӑс-чӑваш филологийĕн уйрӑмне кайма шут тытрӑм. Тетене ҫырса пĕлтертĕм. Вӑл килĕшрĕ. Тепĕр кунхине ман пата кӳршĕри Володя каҫрĕ. Вӑл ун чухне колхоз сачĕн бригадирĕччĕ. Кӳршĕ мана садра хуралҫӑ пулма чĕнчĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Çапла ҫӑвĕпех садри сарай тӑрринче ирттертĕм, вĕренме кĕме хатĕрленмелли кĕнекесене вуларӑм. Кӑштах балл ҫитменнине пула мана (пурĕ вунӑ ачана) студентсен списокне мар, кандидатсен списокне çеç кĕртрĕҫ. Çав кандидатсен, сессире лайӑх паллӑсем илсен, студентсен шутне куҫма май пур, терĕҫ. Октябрь уйӑхĕнче Чӑваш патшалӑх университечĕ уҫӑлни ҫинчен пĕлтерчĕҫ. Вара пирĕн группӑна унта куҫарчĕҫ. Пĕр семестр вĕреннĕ хыҫҫӑн сесси пулчĕ. Юлашки экзамен «Литературоведение» предметпа пулчĕ. Экзамента чиперех хуравларӑм. Анчах преподавательсем (Н.С. Павловпа Н.И. Иванов) зачетка ҫине алӑ пусмарĕҫ. «Эсĕ каникул хыҫҫӑн тепре кил. Халь пиллĕкпе тӑваттӑ хушшинче» – терĕҫ. Хĕллехи каникул вӑхӑтĕнче ялсем тӑрӑх «Комсомол вӑрҫӑ ҫулĕсенче» лекци вуласа ҫӳрерĕм. Тепĕр хут экзамен пама кайрӑм. Пӑхатӑп – ман пеккисем шӑпах 10 ача. Пурте – вĕренме кĕме хатĕр тăракан кандидатсем. Преподавательсем пире пурне те деканатран «направлени» илме ячĕҫ. Деканатра вара вăл преподавательсем «направленисĕрех» йышӑнаҫҫĕ тесе хуравларĕҫ. Çапла темиҫе хутчен унталла-кунталла ҫӳренĕ хыҫҫӑн пире деканат секретарĕ Н.И. Николаева кандидатсене пурне те университетран кӑларса яни ҫинчен пĕлтерчĕ. Петя Яковлевпа пĕрле ку ĕҫ-пуҫа паллӑ турӑмӑр вара.
Пĕр вӑхӑт хальхи агрегат заводĕнче грузчик, стропальщик тата штамповщик пулса ĕҫлерĕм. Пĕр ҫурхи кун Ленин площадĕнче пĕр класра вĕреннĕ Володя Салмина куртӑм, ӑна ҫар комиссариатне чĕннĕ иккен. Эпĕ те унпа пĕрле утрӑм. Юлташӑм тĕрлĕ кабинетсене кĕрсе ҫӳренĕ вӑхӑтра манӑн та салтака каяс килсе кайрĕ. Çав шухӑшпа военком кабинетне кĕрсе кайрӑм. Çемйе ҫинчен ыйтса пĕлнĕ хыҫҫӑн Миронов полковник мана ҫара илме май ҫукки ҫинчен пĕлтерчĕ. Анчах хам ирĕкпе заявлени ҫырсан илме пулать, терĕ. Çав ыйтупа дежурнӑй патне кĕме сĕнчĕ. Çапла хам ирĕкпе ҫара каякан ҫын пулса тӑтӑм.
Шупашкарта нумай ĕçленĕ хыççăн, Питĕре куҫса каясси ҫемьепе ҫыхӑннӑ. 2000-мĕш ҫулта ывӑл консерваторине вĕренме кĕчĕ те, арӑмӑн та пысӑк хулара пулас килчĕ пулас. Тӑватӑ ҫул Шупашкарта пĕччен пурӑннӑ хыҫҫӑн манӑн та унта куҫас туртӑм ҫуралчĕ. Маншӑн Питĕр хули ют мар: эпĕ унта 1979 ҫулта кандидат диссертацийĕ ҫыракан соискатель пулса тӑтӑм, 1983 ҫулта вара Раҫҫей ӑслӑх академийĕн Этнографи институтне аспирантурӑна вĕренме кĕтĕм…».