«Халăх шкулĕ» – хакне хуман парне

«Халăх шкулĕ» – хакне хуман парне

Чăваш халăх писателĕ Денис Гордеев 85 çул тултарчĕ, хĕрĕ, Светлана Гордеева, – 55. Иккĕше те – пултарулăх çыннисем.

Çак ятпа Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Литература – пурнăç тĕкĕрĕ» курав уçăлчĕ. Юбилей тĕлне «Халăх шкулĕ» журналăн çĕнĕ номерĕнче Светлана Гордеевăн «Сарă тетрадь уявĕ» калавне чăвашла тата вырăсла пичетлесе калартăмăр. Хайлава оригиналтан тăван чĕлхене куçараканĕ – Денис Викторович Гордеев. Шăпах çак номере парнелерĕмĕр ĕнтĕ эпир автора хăйне тата музей директорне Ирина Оленкинăна. Мĕншĕн хамăр журнал пирки хакне хуман парне терĕмĕр-ха? Мĕншĕн тесен ашшĕ хĕрĕн тепĕр калавне, «Бесценный дар» текеннине, чăвашла «Хакне хуман парне» тесе куçарнă.



19 июня 2023
13:23
Поделиться