Ырăпа ырă тĕл пулсан яланах ырă пулать (Когда добро с добром сходится, всегда добро получается)

Пирĕн алăра тепĕр çĕнĕ кĕнеке-антологи. Вăл Раççей шайĕпех ăннă тесе калама пултаратпăр. Ку 65 чĕлхепе тухнă 6-мĕш кăларăм. Пĕтĕмпех ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем вырнаçнă хальхинче. Чăвашлисемпе вара 585-597-мĕш страницăсенче паллашма пулать. Ум сăмахне çыраканĕ Ольга Михайлова. Раççей Федерацийĕн çак ĕç-пуç йĕркелÿ комитет пайташĕ Юрий Исаев.
Ӑҫтарах вырнаҫнӑ-ши тӑван халӑхӑн ӑс-хакӑл мулӗ? Ҫичӗ тӗрлӗ тухӑҫлӑ тыр-пула тӑккаламасӑр пухса илни те халӑх мулне ҫунат парать пулӗ. Кайран ҫав ӑс-хакӑл алӑкне виҫеллӗ уҫса пӑхса авалхисене паянхи куна ҫитерекенни те кирлӗ! Ӑна пӗтӗмпех тӑван халӑх, тăван чĕлхемĕр пурнӑҫлать. Тата хамӑрла чăвашла шухӑшлакансем. Ăна тăтăш пичетлекенсем. Пире халӗ вара яланхи пекех ҫав ӑс-хакӑл чатӑрне тӗрӗс уҫса пӑхса, ҫамрӑксене чӑвашла тӗрӗс вӗрентекенсем кирлӗ.
Ку антологинчи пурăнма вĕрентекен сăмахлăхăн тĕслĕхĕсен пĕр пайĕ (!) вара халăх чĕлхинчи чăнлăха малашне те ĕмĕрсем валли усрĕ. Вăл вĕт иксĕлми тивлет. Эпир унпа кашни кун, кашни самантра сасăпа каласах усă куратпăр. Эпир пурсӑмӑр та ҫав пурнӑҫ ҫӑкӑрне пӗҫеретпӗр. Ӑна эсир те таса ҫӑлкуҫ пек усрӑр!!! Кăмăлăрсене чĕртсе упрӑр!!! Аталантарӑр!!!
Çак ятпа ыр сунса салам яраканӗ - халӑхӑн ырӑ ӗмӗчӗпе пурӑнакан, ӑс-хакӑла паянхилле тӳпеми таран пултӑр тесе тӑрӑшакан «Халӑх шкулӗ» журнал редакторĕ Леонид Петров.