И.А. Андреев профессора халалланă курав

2023-мĕш çулхи çĕртме (июнь) уйăхĕн 15-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн çĕнĕ корпусĕн 2-мĕш хутĕнче фойере ку аслă шкулта чылай çул чăваш чĕлхи вĕрентĕвĕн кафедрине тата историпе филологи факультетне ертсе пынă И.А. Андреев профессор çуралнăранпа 95 çул çитнине асăнса сăн ӳкерчĕкесен куравне уçрĕç.
Курава университет ректорĕ А.Ю. Александров уçрĕ. Вăл Иван Андреевич факультет пуçлăхĕнче ăнăçлă ĕçленине, ăна факультетра кăна мар, пĕтĕм университетра тата республикăпа тĕрĕк чĕлхе вĕрентĕвĕн тĕнчинче пурте хисепленине палăртрĕ.
И.А. Андреева ыр сăмахпа ун ĕçтешĕ, студенчĕ, аспиранчĕ пулнă ăсчахсем асăнчĕç. Калаçакансен ретĕнче пирĕн институтăн ректорĕ Юрий Исаевпа регион аталанăвĕ центрĕн ăслăлăх ертӳçĕ ĕçтешĕ Юрий Виноградов та пулчĕç. Вĕсем ученăй чăваш чĕлхине нумай енчен тĕпченине, словарьсем, вĕренӳ программисемпе вĕренӳ хатĕрĕсем кăларнине, республикăн чĕлхесем çинчен калакан законĕн проектне, ăна пурнăçа кĕртмелли программăна тунине каларĕç, ăсчахăн чăваш чĕлхин синтаксисне тĕпчесе ăслăлăха хунă никĕсĕ питĕ çирĕп пулнине, çав никĕс çинче тăракан орфографипе пунктуаци правилисем ăслăлăх енчен шанчăклă иккенне аса илтерчĕç.
И.А. Андреев профессор 1928-мĕш çулта Чăваш Республикин Элĕк районĕн Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă. Çичĕ класс пĕтерсен Калинин педучилищинче вĕреннĕ. Çамрăка шăпа Чăваш патшалăх педагогика институтне çитерет. Кунта Иван Андреев малтан вырăс уйрăмĕнче вĕренет, чăваш чĕлхе вĕрентевĕшĕн кирлĕ çын пултăр тесе преподавательсем пултаруллă çамрăка чăваш уйрăмне куçма сĕнеççĕ, çапах студент вырăс уйрăмĕ çинчен те шухăшлама пăрахмасть. Чăваш уйрăмне 1950-мĕш çулта пĕтерет, вырăс уйрăмне ‒ 1954 çулта. Институтăн чăваш чĕлхипе литература кафедринче 1955‒57 çулсенче ĕçлет. Ăслăлăх тĕпчев институтне чĕнсе илеççĕ те специалиста, кунта 1957‒70 çулсенче чĕлхе пайне ертсе пырать. 1970 çултан Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлеме тытăнать. Кунта 1975‒99 çулсенче чăваш чĕлхи вĕрентĕвĕн кафедрине ертсе пырать. 1983‒90 çулсенче историпе филологи факультечĕн деканĕнче вăй хурать. 1999 çултан тытăнса мĕн виличчен Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче профессорта ĕçлет.
200 ытла ĕç авторĕ шутланать. Ĕçĕсем чăваш тата тĕрĕк чĕлхе вĕрентĕвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ученăй тĕпчевĕсем чăваш синтаксисĕпе, морфологийĕпе, сăмах пулăвĕпе, орфографийĕпе тата пунктуацийĕпе çыхăннă. Иван Андреевич экспедицисене хутшăннă, социологи тĕпчевĕсем ирттернĕ. «Вырăсла-чăвашла словаре» (1971) тата «Чăвашла-вырăсла словаре» (1982) çырма тата редакцилеме хутшăннă. Шкулсем валли программăсем хатĕрленĕ, вĕренӳ кĕнекисем кăларнă. 1972–89 çулсенче тюркологисен совечĕн комитет членĕ пулнă. Чĕлхе законĕн проектне хатĕрленĕ (1990), ăна пурнăçламалли программăна çырнă çĕре хутшăннă.
Чăваш Республикин ăслăлăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1990), Раççей Федерацийĕн ăслăлăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2001), Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ (2006).