Вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме хатĕрлентĕмĕр

Вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме хатĕрлентĕмĕр

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем вăтам шкулта Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕн улшăнăвĕсене тата Федерацин вĕренÿ программисене шута илсе вĕрентме хатĕрленчĕç.

Пĕлĕве ÿстермелли курс 2023 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕччен иртрĕ. Вĕрентекенсем Пĕтĕмĕшле вăтам вĕренĕвĕн федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕн улшăнăвĕсене тишкерчĕç, Федерацин вĕренÿ программине шута илсе вĕрентес уйрăмлăхсене тĕпчерĕç, вĕренÿ планĕсен варианчĕсемпе паллашрĕç, çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисепе ĕçлеме хăнăхрĕç.

Курсăн юлашки кунĕ Чăваш Республикин Наци библиотекинче иртрĕ. Татьяна Владимировăпа Ольга Тимофеева, вулавăш ĕçченĕсем, библиотекăн вĕрентÿре усă курма юрăхлă ресурсĕсене кăтартрĕç, электрон каталогсемпе ĕçлеме хăнăхтарчĕç.

Тин çеç 10-11 классем валли пичетлесе кăларнă «Чăваш чĕлхи» кĕнеке тытăмĕпе тата содержанийĕпе унăн авторĕ Юрий Виноградов паллаштарчĕ.

Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсем, тĕрĕре пытаннă халăх шухăшлавĕ, чăваш тĕррин шкулти вырăнĕ çинчен Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕн халăх пултарулăхĕ кафедрин ертÿçи Раиса Васильева питĕ кăсăклă каласа пачĕ.

Вĕренÿ институчĕн доценчĕсем, Анна Егоровăпа Надежда Иванова, чăваш чĕлхипе литературине вăтам шкулта вĕретес уйрăмлăхсене, вĕреннин пулмалли результачĕсене тишкерчĕç, вĕренÿ хатĕрĕсемпе тухăçлă усă курмалли майсемпе мелсем çинчен ăнлантарчĕç.

Юлашкинчен вĕрентекенсем И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халаллса хатĕрленĕ выставкăра тата Патшалăх символĕсен пÿлĕмĕнче пулчĕç.



08 июня 2023
13:39
Поделиться