10–11-мĕш классен тăван чĕлхе вĕренмелли кĕнеки

10–11-мĕш классен тăван чĕлхе вĕренмелли кĕнеки

2023-мĕш çулхи çу уйăхĕн юлашки кунĕсенче Чăваш кĕнеке издательствин типографийĕнчен 10–11 класс ачисем валли тăван чăваш чĕлхине вĕренмелли кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Вĕренӳ кĕнекине Мускавра çирĕплетнĕ программа тăрăх хатĕрленĕ.

Учебника, тĕпрен илсен, шкулта 5–9 классенче вĕреннине аса илмелли теорипе практика темисене кĕртнĕ. Çĕнĕ тема пĕрре кăна – «Чĕлхен перекет законĕ». Кĕнекере пуплевпе грамматика йăнăшĕсене тăвасран асăрханма пулăшакан сĕнӳсем, чĕлхе вăрттăнлăхне уçса паракан кĕске хыпарсем, пуплеве аталантармалли ĕçсем, вĕреннине пĕтĕмлетмелли таблицăсемпе ыйтусем, практика ĕçĕсем, тестсем пур.



31 мая 2023
16:32
Поделиться