Чăваш эткерне упракан пултаруллă çемьесем палăрчĕç

Жюри чăвашлăха упракан çемьесен «Несĕл эткерлĕхĕ» конкурсне пĕтĕмлетрĕ. Конкурса хутшăнакансем положенипе килĕшӳллĕн харпăр хăйĕн педагогĕ çинчен каласа паракан тата кил-йышра ачасемпе аслисем чăвашла калаçнине кăтартакан видеороликсем ярса пачĕç.
Ĕçсене пăхса тухнă май конкурса хутшăннă çемьесенчен кашниех кулленхи пурнăçра ачасене чăвашла калаçтарма тăрăшни курăнчĕ. Конкурсантсен хушшинче чăвашла шыв юххи пек тикĕссĕн шăкăлтатса калаçакансем пурришĕн хĕпĕртерĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕ маттуррипе, вĕрентекенĕсем хастаррипе чăваш пуплевне тин-тин алла илме пуçлакансен пултарулăхĕ уйрăмах савăнтарчĕ.
Конкурса хутшăннă ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне, вĕрентекенĕсене ĕçĕшĕн, иксĕлми хастарлăхĕшĕн пурне те чĕререн тав тăватпăр, малашне те çитĕнӳсем тума сунатпăр.
Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсен дипломĕсене Чăваш Республикин вĕренӳ институтне (Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 217-мĕш пӳлĕм) кĕрсе илме ыйтатпăр.
Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсен списокĕ
Оргкомитетпа çыхăнмалли мелсем:
Телефон 8(8352)45-99-96 (регион аталанăвĕн центрĕ),
e-mail: chrio4@rchuv.ru; chrio18@rchuv.ru.