Иван Андреевича манмастпăр

Иван Андреевича манмастпăр

Иван Андреевич Андреев профессора чăваш чĕлхине тĕпчекен, вĕрентекен, чĕлхе ыйтăвĕсемпе кăсăкланакан кашни çын пĕлет. Вĕсен ретне тĕрĕк ученăйĕсем те кĕреççĕ. Иван Андреевич чылай çул пирĕн институтра ĕçлерĕ, чăваш чĕлхипе литератури кафедри ирттерекен мĕн пур ĕçе хутшăнса пурăнчĕ, ăслав ĕçĕсем пичетле-пичетле кăларчĕ, шкул валли вĕренӳ кĕнекисемпе меслет сĕнĕвĕсем çыра-çыра пачĕ.

И.А. Андреев профессор – чăваш чĕлхин нумай енĕпе ĕçленĕ ученăй. Чи пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсем шутне вара синтаксисипа, пунктуаципе çыхăннисем кĕреççĕ. Пирĕн Иван Андреевич тĕрĕк чĕлхисен синтаксисне синтагматика тата хутшăну тытăмĕ енчен чи малтан тĕпченĕ ученăй шутланать. Çавăнпа Тюркологи комитечĕн членĕ пулнă, тĕрĕк çĕр-шывĕсене докладсем тума, лекцисем вулама час-час кая-кая килнĕ.

Иван Андреевич чăваш чĕлхине епле ăнланнине аслă тата вăтам шкулсем валли хăй хатĕрленĕ программăсемпе вĕренӳ кĕнекисенче уççăн кăтартнă, пĕр çĕрте каланине ытти çĕрте çирĕп тытса пынă.

Профессорăмăрăн лекцине итленĕ çынсем (тĕслĕхрен, Уфара Чăваш вырсарни шкулне ертсе пыракан Иван Тарасов, Шупашкарта ĕçлекен Александр Вражкин журналист) Иван Адреевича: «Вăл калаçнă вăхăтра шăна вĕçни илтĕнетчĕ. Пире лекцисем «пĕтĕмĕшле чĕлхе вĕрентĕвĕ» предметпа вуларĕ. Питĕ вăйлă вĕрентетчĕ. Çирĕп ыйтатчĕ. Вăл тăвас тенĕ çутă малашлăхра пурăнатпăр. Тавтапуç Иван Андреевича!» ‒ тесе аса илеççĕ.

И.А. Андреев профессорăн çуралнă кунĕ ‒ çу (май) уйăхĕн 15-мĕшĕ. Ку кун кăçал юбилейпа тӳр килчĕ: Иван Андреевичăн тусĕсем, унпа пĕрле ĕçленĕ çынсем ученăй çуралнăранпа 95 çул çитнине палăртрĕç. Тĕпчевçе тата вĕрнтӳçе аса илемелли вырăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн 201-мĕш аудиторийĕ пулчĕ. Унта студентсем, Шупашкарăн аслă вĕренӳ тата тĕпчев учрежденийĕсенче ĕçлекенсем тĕл пулчĕç. Тĕл пулу «Чăваш чĕлхине тĕпченипе вĕрентнин çĕнĕлĕхĕсем» ятпа иртрĕ.

Ларура чи малтан И.А. Андреевăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пама пирĕн институтăн регионсен аталанăвĕ центрĕн ăслăлăх ертӳçĕ ĕçтешне Ю.М. Виноградов доцента ыйтрĕç. Юрий Михайлович, тĕпрен илсен, Иван Андреевич пирки ун аса илĕвĕ çине таянса каласа пачĕ, паллă тĕпчевçĕн ăслăлăх ĕçĕсемпе «Халăх шкулĕ» журналăн 2022-мĕш çулхи 5-мĕш номерĕнче тухнă «И.А. Андреев профессор ‒ чĕлхеçĕ ученăй тата педагог» статьяна вуласа паллашма сĕнчĕ, Иван Андреевич халь те пурăннă пек, халь те пулăшса пынă пек туйнине, ученăя тата ырă çынна паян кун та тав тума пăрахманнине пĕлтерчĕ.

Ларура калаçу А.И. Ивановпа Н.А. Резюков чĕлхеçĕсем çинчен (О.Р. Студенцов, Г.А. Дегтярев хыпарларĕç) те пулчĕ.  Халь вăйра тăракан вĕренӳ планĕсем, вĕсенче чăваш чĕлхи валли миçешер сехет уйăрни çинчен  пирĕн институтăн кафедра пуçлăхĕ А.С. Егорова доцент каласа  пачĕ. Анна Семеновна калаçнă темăпа студентсемпе преподавательсем чылай ыйту пачĕç. 

Чăваш чĕлхине вĕрентессин пĕтĕмĕшле ыйтăвĕсене пирĕн институтăн ректорĕ филологи докторĕ Ю.Н. Исаев ăнлантарчĕ.

Чунра юлмалли, асран кайманни И.А. Андреевăн çутă сăнарĕ, унăн логика енчен килĕшӳллĕ вĕрентĕвĕ пулнине никам та манмĕ.



16 мая 2023
15:12
Поделиться