Институт ĕçченĕсем кану кунĕсене те усăллă ирттереççĕ
_fqu4dhlg.jpeg)
Тăвай муниципалитет округĕнчи Тăрмӑш ялĕн библиотекинче Чӑваш Республикин наци библиотеки хатӗрленӗ «Ял хǎвачě. Сила села» республика проекчӗпе килĕшÿллĕн А.В. Кузнецовпа тематика тӗл пулăвĕ иртрӗ. Мероприятие кĕнекене те, сад-пахчана та юратакансем хутшӑнчӗҫ.
Александр Валерьянович паллӑ ăсчах-филолог, филологи ăслăлăхĕн кандидачӗ, Раҫҫейре, Турцире тата Казахстанра пичетленсе тухнӑ çĕре яхăн ĕç (çав шутра 15 кӗнеке) авторĕ тата çум авторĕ. Кунсӑр пуҫне Александр Валерьянович сад ӗрчетес тата пахча ҫимӗҫ тӑвас ĕçпе те интересленет. Вӑл Тӑвай муниципалитет округӗнче пысӑк лаптӑксенче ҫырла ӳстерме пуҫланӑ пĕрремĕш çынсенчен пĕри. Çырла тухӑҫĕ ÿссе пыни пахчаçа савăнтарать. «Фермер шкулӗнче» вӗреннӗ хыҫҫӑн ҫӗр ӗҫлес меслет улшӑннă - халӗ вӗсем ҫырла ҫитӗнтермелли пур вӑрттӑнлӑха та тенĕ пекех пӗлеҫҫӗ.
«Ҫулталӑкӗпех тӗрӗ ӑсти, ҫулла - ҫырла ӑсти», - шӳтлет Александр Кузнецов мӑшӑрӗ пирки. Надежда - Чăваш Республикин халăх ÿнер промыслисен ăсти, паллӑ тӗрӗçĕ, «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проекта хутшӑннӑ, пĕр фрагментне - Чăваш Республикине - тĕрленĕ. Вӗсем иккӗшӗ те - чӑваш чӗлхипе литератури вĕрентекенсем. Александр Валерьянович - Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕ центрĕн ертÿçĕ ăслăлăх ĕçтешĕ, Надежда Михайловна - Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентет, чăваш чĕлхи урокĕсене ирттерет, тĕрĕ кружокне ертсе пырать.
Тӗл пулура А. Кузнецов садра ҫӗр ҫырли ҫитӗнтерессипе кăсăкланакан пахчаҫӑсене интереслӗ те усӑллӑ япала нумай каласа пачӗ. Тĕрлĕ сĕнÿ-канаш пачӗ, хӑйӗн опычӗпе паллаштарчӗ. Вулакансем нумай ыйту пачӗҫ.
Библиотекӑна çÿрекенсем ҫак кун «Ял хǎвачě. Сила села» курав экспозицийӗпе паллашрӗҫ. Ял хуҫалӑх тематикипе хатĕрленĕ, ял ҫыннисемпе специалисчӗсен ӗҫĕ-хӗлӗн пӗтӗм сферипе паллаштаракан 36 кĕнекепе паллашрĕç. Любовь Андреева библиотека ĕçтешĕ кураври кĕнекесен тытăмĕпе паллаштарчĕ.
Мероприяти кӑсӑклӑ та усӑллӑ иртрĕ.
Хыпара Тăрмăш ялĕн библиотеки вырнаçтарнă материал тăрăх йĕркеленĕ.