Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. Çĕнтерӳ кунĕ. Вилĕмсĕр полк

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» анлă проектăн çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче 1-2 классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕн сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Класс сехечĕ «Çĕнтерӳ кунĕ. Вилĕмсĕр полк» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: шкул ачисен ăс-тăнĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çынсем паттăрлăхпа геройлăх кăтартни çинчен пирвайхи ăнлав тăвасси, Тăван çĕр-шывшăн мĕн те пулин туни пысăк тивĕç пулни, Тăван çĕр-шыва юратни пысăк пахалăх пулни çинчен ăс парасси, историре пулнине асра тытма тата йăхсем хушшинчи çыхăнăва упрама май парасси.