Регионсенче тăван чĕлхе вĕрентекенсен «Пĕрлĕхре – вăй» форумĕ ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче хăйĕн ĕçне малалла тăсрĕ

Тутар, Пушкăрт республикисенче тата Чĕмпĕр облаçĕнче тăван чăваш, вырăс, тутар, ирçе-мордва чĕлхисене вĕрентекенсем «Пĕрлĕхре – вăй» форум программипе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче пуçтарăнчĕç.
И.Я. Яковлев палăкĕ патĕнче йĕркеленĕ митинг хыççăн вĕсем Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕсемпе Наци библиотеки ĕçтешĕсем йĕркеленĕ «Чăваш чĕлхин кăсăк урокне» хутшăнчĕç. Акт залĕнче пуçтарăннă хăнасене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри пуçлахĕн тивĕçне пурнăçлакан Анна Егорова, Тутар Республикинче чăвашла тухса тăракан «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ Ирина Трифонова саламларĕç.
Урок пуçламăшĕнче «кăсăк урока» ертсе пыракан, Шупашкар хулин 60-мĕш вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Сусметова пурне те уявпа саламларĕ: «Паян пысăк уяв – чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Нихăш халăх та тăван халăх чĕлхисĕр пур енлĕн аталанаймасть.
И.Я. Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук». Унӑн «Чăваш халăхне панă халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать.
Эпир, Шупашкарти 60-мӗш вӑтам шкулӑн вӗрентекенӗсем, И.Я. Яковлев Халалне тӗпе хурса чӗлхене упрассишӗн тӑрӑшса ӗҫлетпӗр. Республика шайӗнче иртнӗ «Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх шкул» конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑнтӑмӑр».
Шупашкарти 60-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Наталия Александрова сӑмах илчĕ. Вăл урока хутшăнакансене Шупашкарти 60-мӗш вӑтам шкулӑн ӗҫĕ-хӗлĕпе паллаштарчĕ. Малалла «Халал вулатпăр» акцие хутшăнса Иван Яковлев халалне асăннă шкул вӗренекенĕсем чăвашла вуланине курса итлеме май пулчĕ.
Татьяна Сусметова вĕрентекен çӗнӗ вӗренӳ стандарчӗ класс тулашӗнче ирттерекен ӗҫсене пысӑк вырӑн уйӑрнине, ачасене пӗлӳ, ăс парас ӗҫ уроксенче анчах мар, уроксем хыҫҫӑн та пулса пынине асăнчĕ. Чӑвашла ирттерекен мероприятисем вĕрентекенсене вӗренӳре пысӑк пулӑшу панине палăртрĕ. «Эпир ачасене тӑван чӗлхепе хутшӑнма хӑнӑхтаратпӑр тата калаҫу чӗлхине те аталантаратпӑр. Ачасене чăвашсен авалхи йăли-йĕркипе паллаштаратпӑр. Чӑваш халӑхӗн пурлӑхпа ӑс-хакӑл культурине, историне, йӑли-йӗркине вӗренес ӗҫре музей пысӑк вырӑн йышӑнать. Пирӗн шкулта этнографии музейӗ ӗҫлет», – хыпарларĕ Татьяна Васильевна.
Музей ертӳҫи, чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине вӗрентекен, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Людмила Федотова урока тăсрĕ. Людмила Аркадьевна музей ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, ачасем республика, Раççей шайĕнчи конкурссенче малти вырăнсене йышăннине палăртрĕ.
«Чӑваш тӗрри – пирӗн халӑхӑн иксӗлми пуянлӑхӗ. Вӑл мӑн асатесемпе асаннесен пехилепӗпе пин-пин çул витӗр тухса çак таранччен упранса юлнӑ. Çак асамлă ăсталăха ламран лама куçарас ĕçре Шупашкарти 60-мӗш шкулта пуҫламӑш классене вĕрентекен Надежда Кузнецова тăрăшать. «Тӗрӗ тӗнчи» кружокра ачасене чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне алла илме пулӑшать», – паллаштарчĕ тепĕр вĕрентекенпе Татьяна Сусметова.
Надежда Михайловна – Чӑваш Республикин халӑх ӳнер промыслисен ӑсти. Вăл «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проекта хутшăнса Чăваш Республикин фрагментне тĕрленĕ. Тĕрре вĕрентнĕ чух чăваш халăх мифологийĕпе, тĕнче курăмĕпе паллаштарать, чăваш халăхĕн юмах-халапне ытти халăхсеннипе танлаштарса кăтартать, авалхи чăваш тĕрринчи, легендăсенчи символсене кулленхи пурнăçра, Чăваш Республикин патшалăх символĕсенче тупма, курма вĕрентет.
«Малашне те хамӑр чӑваш пулнине туйса чӑваш ҫӗрӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшасса, чӑн-чӑн патриотсем пуласса шанас килет. Пирӗн, чӑвашсен, чӑвашах пуласчӗ», – вĕçлерĕ сăмахне Татьяна Васильевна.
Форумăн Наци библиотекинчи тĕпелне хутшăнакансем Чăваш Республикин наци библиотекин ертÿçине Роза Лизаковăна, «Чăваш чĕлхин кăсăк урокне» йĕркеленĕ Галина Соловьева тата Ольга Тимофеева библиотека ĕçченĕсене, Наталия Александрова, Надежда Кузнецова, Татьяна Сусметова, Людмила Федотова Шупашкарти 60-мӗш шкул вĕрентекенĕсене тав турĕç, нумай-нумай ыйту пачĕç.
Чăваш чĕлхине кăсăк вĕрентес ăсталăхпа паллашнă хыççăн регионсенче тăван чĕлхе вĕрентекенсем Шупашкар хулин 4-мĕш гимназине çитсе курчĕç. Унта акăлчан, француз тата нимĕç чĕлхисене тарăннăн вĕрентес ĕçри меслетсемпе паллашрĕç. Вĕсене тăван чĕлхе вĕреннĕ чух мĕнлерех усă курма пулнине тимлерĕç.