«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие йĕркелекенсен онлайн канашлăвĕ иртрĕ

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие йĕркелекенсен онлайн канашлăвĕ иртрĕ

2023 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие йĕркелекенсемпе канашлу ирттерчĕ.

Инçет мелпе иртнĕ канашлăва муниципалитет тата хула округĕсен вĕренÿ пайĕн методисчĕсем, диктант ирттермелли лапамсемшĕн яваплă çынсем хутшăнчĕç.

Чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи Анна Егорова ертсе пынипе вĕсем ĕç йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç, акцие усăллă та кăсăклă ирттермелли майсене тишкерчĕç.



18 апреля 2023
18:28
Поделиться