Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. НАЦИСТСЕМПЕ ВĔСЕН ПУЛĂШАКАНĔСЕМ ГЕНОЦИДРА ПĔТЕРНĔ СОВЕТ ÇЫННИСЕНЕ АСĂНМАЛЛИ КУН

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» анлă проектăн ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче 1-2 классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕн сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Класс сехечĕ «НАЦИСТСЕМПЕ ВĔСЕН ПУЛĂШАКАНĔСЕМ ГЕНОЦИДРА ПĔТЕРНĔ СОВЕТ ÇЫННИСЕНЕ АСĂНМАЛЛИ КУН» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: шкулта вĕренекен чи кĕçĕн ачисен ăс-тăнĕнче Аслă Тăван çĕр-шывăн вăрçи çулĕсенче совет гражданĕсем пысăк çухату курни тата нацистсем тĕрлĕ преступлени туни çинчен малтанхи шухăшлав çирĕплетесси.