«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ĕç йĕркелÿ комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ĕç йĕркелÿ комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ

2023 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ĕç йĕркелÿ комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев ертсе пычĕ.

Ларура «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин кăçалхи сăн-сăпатне çирĕплетрĕç. Ку хисеплĕ ята Шупашкар хулин 48-мĕш шкул вĕрентекенĕ Светлана Храмова тивĕçрĕ.

Храмова Светлана Валерьевна 1983 ҫулхи çурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районӗн Шĕмшеш ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам пĕлÿ паракан шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне вӗренме кӗрет. Алла диплом илсен Хĕрлĕ Чутай районĕн Мишеркасси шкулĕнче ĕçлет.

2022 çултанпа Светлана Храмова Шупашкар хулин 48-мĕш шкулĕнче пуçламăш классенче вĕрентме тытăнать, чăваш чĕлхин илемлĕхĕпе вăрттăнлăхне ачасен чунĕ патне çитерес тесе тăрăшать. Светлана Валерьевна – аслă категориллĕ учитель.

«Лайăх педагог пулас тесессĕн ху вĕрентекен предмета юратмалла», – тесе шутлать педагог. Тĕрлĕ конкурспа фестивале, наукăпа практика конференцийĕсене хастар хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать.

2016 çулта район шайĕнче иртекен «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнать. Çав çулах Чăваш Патшалăх Канашĕ ирттерекен «Выдающиеся люди вашего района» республика конкурсĕн çĕнтерÿçи пулса тăрать. Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен регион шайĕнче иртекен «Уçă урок – 2018» улттăмĕш фестивалĕнче призера тухать. 2018 çулта район шайĕнче иртекен «Çулталăк учителĕ» конкурса хутшăнса 2-мĕш вырăн йышăнать. Регион шайĕнче иртекен «Кĕскен каласа нумай пĕлтерер» синквейнсен конкурсне хутшăнса 2-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçет.

2020 çулта С.В. Храмовăна çитĕнсе пыракан ăрăва вĕрентсе тĕрĕс воспитани панăшăн Чăваш Республикин вĕренỹ министерствин Хисеп хутне парса чыслаççĕ. 2022 çулта район шайĕнче иртекен «Çулталăк учителĕ» конкурса хутшăнса 2-мĕш вырăн йышăнать.

Светлана Валерьевна 2023 çулхи республика шайĕнче иртекен «Тӑван чӗлхепе литературăна вӗрентекен чи лайăх учитель» конкурс лауреачĕ. Пушă вăхăтра Интернетри хутшăну тетелĕсенче чăвашла страницăсем йĕркелесе тытса пырать, чăвашла видеосем ÿкерет. Унта вăл ял пурнăçĕ, чăваш культури, йăли-йĕрки, апат-çимĕçĕ çинчен каласа кăтартать. Светлана Храмова – Контактра хутшăну тетелĕнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» ушкӑна пуҫарса яракансенчен тата йӗркелесе пыракансенчен пӗри.

Ларура çавăн пекех «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» вӗренӱ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗн конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен иртнĕ конкурса Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче пурăнакан 43 çын хутшăнчĕ, вĕсем хушшинче – чăваш чĕлхи вĕрентекенсем, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен воспитателĕсем, вӗренӱ ӗҫӗн ветеранӗсем, редакторсемпе журналистсем.

Конкурса ярса панă 53 текстран чăваш çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ, Чăваш Республикин халăх çыравҫи, Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Юхма Мишши çырнисем тăрăх йĕркеленĕ текста суйласа илчĕç. Конкурса хутшăннисене ака уйăхĕн 28-мĕшĕ хыççăн сертификат параççĕ, çĕнтерÿçине вара «Халăх шкулĕ» журнала çур çуллăх тÿлевсĕр çырăнтараççĕ, призерсене дипломсем ярса параҫҫӗ.

Ларăва пуçтарăннисем диктант пирки информацин массăллă хăтĕрĕсенче пĕлтерессипе, тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли занятисем ирттерессипе, чăвашсем пурăнакан вырăнсене информаци çитерессипе, тĕрĕслекенсен йышне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухрĕç.



12 апреля 2023
17:47
Поделиться