Чăваш ачи чăвашах юлтăр!

Чăваш ачи чăвашах юлтăр!

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Муркаш муниципалитет округĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕнче чăвашсене çутта кăлараканĕ тата педагог Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Раççей Федерацийĕнчи Вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 7-мĕш фестиваль иртрĕ.

«Чăваш ачи чăвашах» фестивале пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ, Чăваш наци конгресĕ тата А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕ. Фестивале ултă муниципалитет округĕн 27 вĕренӳ организацийĕнчен 200 ытла çын хутшăнчĕ. Тутарстан Республикин Сиктĕрме ялĕнчен килнĕ хăна та пулчĕ.

Фоторепортаж

«Чăваш ачи чăвашах» фестиваль вăйă картинчен пуçланчĕ. Хăнасем «Хурăн çулçи» юрра юрласа карталанса утрĕç. Шкул ертӳçи Татьяна Ершова килнĕ хăнасене саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Фестивале хутшăнакансене Чăваш Республикин Муркаш муниципалитет округĕ администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕ пуçлăхĕ Зоя Дипломатова та саламларĕ. Ачасенче чăвашлăх туйăмне ӳстерес ĕçре кунта пухăннă çынсен тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ. Фестивалĕн тĕп тӳри, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова уявăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, чăваш ачи ачаранах чăваш пулса ӳсмеллине палăртса хăварчĕ. Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин Калайкасси шкулĕнче чăваш йăли-йĕркине ачарнах тытса пымаллине асăнса хăварчĕ. Геронтий Никифоров, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциацийĕн председателĕ, ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ.

Фестивальте вĕрентекенсемпе вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе тĕрлĕ енпе хутшăнса ĕçлерĕç.

  • «Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăртура чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен 14 учитель хутшăнчĕ, хăйĕн предмечĕпе урок чăвашла ирттерчĕ.
  • «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ăмăртура кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн йăлине кăтартса тупăшрĕç.
  • «Сар каччăпа сарă хĕр» ăмăртура 7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче палăртрĕç.
  • «Тăвалла пулсан та малалла» ăмăртура чăвашлăх туйăмне аталантаракан шкул (е шкулчченхи вĕренÿ организацийĕ) проектне директор е директор çумĕ хӳтĕлерĕ.

«И.Я. Яковлев çулĕпе эпир те утатпăр» çавра сĕтел чăваш чĕлхи вĕрентекенсене пĕрлештерчĕ. Вĕсем шкулсенче чăвашлăха аталантарас енпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕç, ачасене тăван халăха юрăхлă ÿстерес тесе малалла мĕнле ĕçлемеллине сÿтсе яврĕç.

Фестивальте ÿкернĕ фотосене https://vk.com/album-136634421_292585898 ссылкăпа пăхма пулать.

Фестиваль çĕнтерÿçисене тăватă номинацире палăртнă:

«Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăрту

«Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ăмăрту

«Сар каччăпа сарă хĕр» ăмăрту

«Тăвалла пулсан та малалла» ăмăрту

Вĕсемпе хушса панă файлсенче паллашма пулать.



Прикрепленные файлы

Вĕрентетпĕр чăвашла
Скачать
(doc,   57,5 Kb)
Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн
Скачать
(doc,   44,5 Kb)
Сар ачапа сарă хĕр
Скачать
(doc,   48 Kb)
Тăвалла пулсан та малаллах
Скачать
(doc,   38,5 Kb)
10 апреля 2023
16:40
Поделиться