Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. ÇĔР КУНĔ

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» анлă проектăн ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче 1-2 классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕн сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Класс сехечĕ «ÇĔР КУНĔ» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: ачасене Çĕр кунĕн уявĕпе паллаштарасси, çут çанталăка упрасси çинчен пирвайхи пĕлӳ парасси, çут çанталăка упрама кирлĕ тыткаларăш тума (тавралăха ответлăх туйса тĕрĕс упрама) хăнăхтарасси, çут çанталăкпа тавралăха упрама ăс парасси.