Хисеплĕ ят илнĕ ятпа саламлатпăр!

2023 çулăн пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Çамрăксен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ театрĕнче хаваслă лару-тăрура Педагогпа ăспаруçă çулталăкне уçрĕç. Мероприятире пирĕн институтăн регион аталанăвĕ центрĕн ертӳçине Инесса Владимировна Ядранскаяна Чăваш Республикин пуçлăхĕ О.А. Николаев тата Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Д.А. Захаров «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысларĕç.
Инесса Владимировна Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствинче 10 çул ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра институтра шкул валли программăсем, вĕренӳ кĕнекисем, меслет сĕнĕвĕсем кăларас енĕпе вăй хурать. Çак ĕçе Федерацин тăван чĕлхесен институчĕпе тачă çыхăнса тăвать. Федераци тата регион проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă ĕçсене, тĕрлĕ тĕллевпе расна шайра ирттерекен мероприятисене тĕрĕслесе ертсе пырать.
Инесса Владимировнăна шкулпа çыхăннă мĕн пур çын хисеплет, ырлăх-сывлăх сунать. Ĕçтешĕмĕре награда илнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр, малалла та ăнăçлă ĕçлеме иксĕлми вăй-хал сунатпăр.