Шкул ачисем валли «Республикăн пĕрлехи экзаменне мĕнле хатĕрленмелле?» вебинар иртрĕ

Республикăн пĕрлехи экзаменĕн тытăмне, хăш ĕçшĕн миçе балл илме пултарнине хăш документа пăхса пĕлме пулать? Малтанхи çулпа танлаштарсан экзамента пулакан улшăнусене хăш документра çырса кăтартаççĕ? Экзаменти евĕрлĕ хатĕрленĕ ыйтусемпе тата ĕçсемпе ăçта паллашма пулать? Аудио ҫине ҫырса илнӗ текста экзамента итленӗ май хуравăшра (черновикра) ҫыркаласа пыма юрать-и? Чăваш чĕлхипе экзамена хатĕрленме пулăшакан Интернет ресурсемпе хăш сайтра паллашма пулать? Экзамена хатĕрленме изложени тексчĕсен аудиофайлĕсене ăçта тупма пулать? Тест ыйтăвĕсене хуравлама хатĕрленнĕ чух мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалла? Сочинени çырма сĕннĕ 3 темăран пĕрне мĕнле суйласа илмелле? Çак тата ытти ыйтусен хуравĕсене пĕлме пултарчĕç кăçал 9-мĕш класран вĕренсе тухакан ачасем Вĕренÿ институчĕ паян ирттернĕ вебинарта.
Вебинара хутшăннă вĕренекенсемпе вĕрентекенсем чăваш чĕлхипе литератури кафедри доценчĕ Анна Егорова ертсе пынипе республикăн пĕрлехи экзаменĕн тытăмĕпе паллашрĕç, тест ыйтăвĕсене хуравлама вĕренчĕç, изложенипе сочинени çырма хăнăхрĕç, малтанхи çулсенчи экзамента тĕл пулнă паллăрах йăнăшсене тишкерчĕç.
Вебинар вĕренекенсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те усăллă пулчĕ.