Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. К.С. Станиславский çуралнăранпа 160 çул çитрĕ

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» анлă проектăн пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче 1-2 классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕн сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Класс сехечĕ «К.С. Станиславский çуралнăранпа 160 çул çитрĕ» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: ачасене К.С. Станиславский биографийĕн хăш-пĕр факчĕпе тата ун актер ăсталăхĕн уйрăм енĕсемпе паллаштарасси, тимлĕхе, сăнавлăха, сăнарлава тата фантазие аталантарма май паркан вĕренӳ лару-тăрăвне туса хурасси, усăллă та тухăçлă хутшăну аталантарасси.