«Чăваш ачи чăвашах» фестивале йыхравлатпăр

«Чăваш ачи чăвашах» фестивале йыхравлатпăр

Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Раççей Федерацийĕнчи Вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 7-мĕш фестивале хутшăнма чĕнетпĕр. Ăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Муркаш муниципаллă округĕн Калайкасси шкулĕ йĕркелеççĕ.

Фестиваль 2023 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Муркаш муниципаллă округĕн Калайкасси шкулĕнче иртет, 9.00 сехетре пуçланать. Адресĕ: Муркаш муниципаллă округĕ, Калайкасси ялĕ, Çамрăксен урамĕ, 3-мĕш çурт.

Фестиваль ăмăртăвĕсем:

  • «Вĕрентетпĕр чăвашла» (чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартаççĕ);
  • «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» (кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса параççĕ);
  • «Сар каччăпа сарă хĕр» (7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартаççĕ);
  • «Тăвалла пулсан та малалла» (шкулта чăвашлăх туйăмне аталантаракан чи ăнăçлă проектсене шкул директорĕ е унăн çумĕ хӳтĕлет).

Фестивале хутшăнма ака уйăхĕн 5-мĕшĕччен kalai-vr@mail.ru электрон адреспа çыру ярса пĕлтермелле.

Тĕплĕнрех фестиваль положенине вуласа паллашăр.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем:

8 (83541) 65-2-53 – шкул директорĕ Ершова Татьяна Аркадьевна.

8-927-846-11-73 – директор çумĕ Портнова Эльвира Владимировна.

8-967-794-66-46 –  Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин ертÿçи Егорова Анна Семеновна.

8-905-029-39-41 –  Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин методисчĕ Петрова Людмила Германовна.



Прикрепленные файлы

Положение о конкурсе
Скачать
(doc,   410 Kb)
23 марта 2023
15:06
Поделиться