«Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн улттăмĕш кăларăмне пăхма сĕнетпĕр!

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Rutube каналĕнче «Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн улттăмĕш кăларăмĕ тухрĕ.
Ярăма чăваш чĕлхипе литератури кафедри тата Ашмарин центрĕ йĕркелесе пынипе Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасене пĕлÿ паракан 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ираида Матьянова ертсе пырать.
Ираида Васильевна хăйĕн калаçăвĕнче ачасемпе аслисен хутшăнăвне, чăвашлăха кăтартакан видеороликсемпе усă курать. Паянхи тĕпелте –чăваш халăх писателĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юхма Мишши.
«Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн улттăмĕш кăларăмне https://rutube.ru/video/71aacf3b60e1b622fb56f2af3c87001d/ ссылкăпа пăхма пулать.
Çĕнĕ хыпарсемпе сайта, «Контактра» хутшăну тетелĕн «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» тата «ЦНППМ «Ашмарин-центр» ушкăнĕсене кĕрсе паллашăр.