Иван Яковлева халалласа

Иван Яковлева халалласа

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенче тата 1-4 классенче ăс пухакан ачасене 2023 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен Иван Яковлевӑн калавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировкӑсен регионсен шайӗнче ирттерекен конкурсне хутшӑнма йыхравлать.

Конкурс инçет мелпе иртет.

Конкурса хутшăнмалли заявкăна тата инсценировка ссылкине https://forms.yandex.ru/u/6412efd002848f00b32c5cb2/ каçăпа ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен  ярса памалла.

Тулли информаципе Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сайтĕнче https://chrio.rchuv.ru/ паллашма пулать.

Конкурс çинчен Интернет тетелĕсенче информации вырнаçтармалли хэштег: #Яковлев175лет.

Пултаруллă ачасене Иван Яковлевӑн калавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировкӑсен конкурсне хутшăнма чĕнетпĕр!



Прикрепленные файлы

Положение о конкурсе инсценировок 2023
Скачать
(doc,   46,5 Kb)
Согласие
Скачать
(docx,   22,9 Kb)
18 марта 2023
10:58
Поделиться