«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсне пĕтĕмлетрĕмĕр

«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсне пĕтĕмлетрĕмĕр

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви Педагог тата наставник çулне халалланă оратор ăсталăхĕн конкурсне пĕтĕмлетрĕ.

Конкурс икĕ тапхăрпа иртрĕ: муниципалитет тапхăрĕ тата республика тапхăрĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ организацийĕсен 5-6-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхи вĕренекен кашни ача хăй кăмăлĕпе хутшăнма пултарчĕ. Иккĕмĕш тапхăра хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă 55 ачана ирĕк пачĕç. Вĕсен шутĕнче Тутар Республикинчен 10 ача, Ульяновск облаçĕнчен 1 ача пулчĕ.

Конкурса хутшăнакансем «Тавах сана, вĕрентекенĕм», «Ачалăх – телейлĕ тĕнче», «Тăван енĕм паттăр çынсемпе пуян» темăсемпе калаçнă видеоматериал ярса пачĕç. Конкурса хутшăнакан ачан йышăннă правилăсене пăхăнса, грамматика йăнăшĕсемсĕр, тĕрĕс те илемлĕ, кирлĕ интонаципе, текста пăхмасăр хăй суйласа илнĕ темăна уçса памалла пулнă.

Жюри видеоматериалсене пăхса тухса конкурсăн çĕнтерӳçисемпе призёрĕсене палăртрĕ.

Ĕçсемпе паллашнă май жюри çакăн пек пĕтĕмлетӳ турĕ:

  • ачасем хăйсем калакан текста, тĕпрен илсен, аван пĕлеççĕ;
  • камера умĕнче калаçас хăнăху аталанса пыни курăнать;
  • артистла тыткалама тăрăшни сисĕнет;
  • аслисем ятарласа хатĕрленĕ ачасем хăйсене ирĕклĕн тытма, лайăх калаçма пултараççĕ.

Конкурсантсем хушшинче пĕтĕм текста тенĕ пекех вуласа паракансем пулчĕç. Хумханнипе çухалса кайма пулать, çавăнпа хутран-ситрен текст çине пăхса илнине жюри пайташĕсем тиркемерĕç, анчах та вуласа кăтартни уççăн курăнакан ачасен ĕçне хакланă чух балсене чакарчĕç.

Ачасем хушшинче текстăн шухăшне ăнланмасăр, суя пафоспа вуланисем пулчĕç, аслисен çак саманта та асăрхамалла.

Çамрăк ораторсем пурте пултаруллă, çапах та ачасен тавра-курăмĕ аталантăр, халăх умне тухса илемлĕ калаçма пултаракан, камерăран вăтанман чăн-чăн сцена ăстисем пулччĕр тесен илемлĕ литература ытларах вулама хăнăхтармалла, хайлавсене рольпе вулаттармалла, текстăн шухăш тĕшшине тупма вĕрентмелле.

Конкурса хутшăннă ачасене, вĕсен вĕрентекенĕсене, муниципалитет ĕçченĕсене тав тăватпăр, малашнехи конкурссенче хутшăнма йыхравлатпăр, пурне те ăнăçу сунатпăр!

Çĕнтерӳçĕсем Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин дипломне тивĕçĕç. Конкурсăн республика тапхăрне хутшăннă кашни ачана Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сертификатне пама йышăннă.

Оргкомитетпа çыхăнмалли мелсем:

Телефон: 8(8352)45-99-96 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ,

E-mail: chrio18@rchuv.ru , chrio4@rchuv.ru .

СПИСОК ПОБЕДИТЕЛЕЙ И ПРИЗЕРОВ КОНКУРСА

Ссылки на работы победителей республиканского конкурса ораторского мастерства обучающихся «Упрар тăван чĕлхемĕре» – 2023

ФИ участника

Класс

Образовательная организация

Педагог

Ссылка

Фомина Эвелина

6

МБОУ «Новошимкусская СОШ Яльчикского муниципального округа»

Кузнецова Надежда Михайловна

https://disk.yandex.ru/d/lG7n-ufkQHeuNA

Яковлева Милена

6

МБОУ «Чубаевская ООШ» Урмарского муниципального округа

Цыфаркина Людмила Александровна

https://cloud.mail.ru/public/65bz/PUWgK3QFd

Степанова Ева

5

МБОУ «Шемуршинская СОШ» Шемуршинского муниципального округа

Семенова Людмила Алексеевна

https://disk.cap.ru/f.php?h=1OlQsAZ6&p=1

 



17 марта 2023
15:48
Поделиться