«Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта хутшăнакансем хăйсен ăсталăхне туптарĕç

«Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта хутшăнакансем хăйсен ăсталăхне туптарĕç

«Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта пурнăçа кĕртекен ача сачĕсен воспитателĕсем нарăсăн 27-мĕшĕнчен пуçласа пушăн 14-мĕшĕччен Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вĕренÿ ĕçне чăвашла йĕркелесси» программăпа хăйсен пĕлĕвне ÿстерчĕç.

Программа пуян пулчĕ: воспитательсем шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче чăвашла вĕрентес право ыйтăвĕсене тишкерчĕç, чăвашла вĕрентмелли программăсемпе тата вĕренÿ хатĕрĕсемпе паллашрĕç, чăваш чĕлхин фонетика, лексика, грамматика уйрăмлăхĕсене тĕпчерĕç, ача сачĕсенче вĕренĕве чăвашла йĕркелемелли мелсемпе майсене пăхса тухрĕç, ашшĕ-амăшĕпе ĕçлес ыйтусене хускатрĕç, шкулчченхи ачасен чăвашла пуплевне аталантарма хăнăхрĕç.

Пĕлĕве ÿстерекен педагогсем пушăн 14-мĕшĕнче Шупашкар хулин 116-мĕш ача садĕнче стажировкăра пулчĕç.

Чи малтанах 116-мĕш ача сачĕн воспитателĕсем хăнасен кăмăлне чăваш ташши ташласа çĕклерĕç. Унтан стажировкăна килнисене ача сачĕн заведующийĕ Алена Семенова саламларĕ, вĕренÿ организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вĕренÿ ĕçне чăвашла йĕркелелемелли майсемпе мелсем çинче чарăнса тăчĕ, чăваш чĕлхин пуласлăхĕ ача сачĕсенче ĕçлекенсенчен те чылай килнине палăртрĕ.

Унтан ăсталăх лаççисем пуçланчĕç. Чи малтанах Наталия Кузнецова пурне те «Чăвашла выляса та савăнса вĕренетпĕр» интерактивлӑ вӑйӑпа паллаштарчĕ. Кайран педагогсем ушкăнсем çине пайланса тĕрлĕ ĕç тума вĕренчĕç: Наталия Филиппова ертсе пынипе Bee-bot вĕлле хурчĕ роботпа чăвашла вĕрентме хăнăхрĕç, Наталия Кузнецова урлă чăваш сăввисене мнемотаблицăсемпе усă курса вĕрентес вăрттăнлăхсемпе паллашрĕç, Светлана Тарасова ертсе пынипе арт-терапипе усӑ курса юмах ячĕç, Наталия Амасевăпа дидактика вӑййисем вылярĕç, Зоя Иванова кăтартса пынипе чăваш масмакне илемлетрĕç.

Ăсталăх лаççисем хыççăн Анна Егорова ертсе пынипе воспитательсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, ачасене тĕрлĕ ĕç тутарса тата таврашри япаласемпе усă курса чăвашла калаçма вĕрентмелли майсемпе мелсене палăртрĕç.



14 марта 2023
15:16
Поделиться