Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. Çемьере авалтан хаклакан пахалăх енĕсем

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» анлă проектăн нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче 1-2 классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕн сценарийĕн чăвашла варианчĕ. Класс сехечĕ «Çемьере авалтан хаклакан пахалăх енĕсем» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: ачасене çемьере авалтан хакласа пурăнакан пахалăх енĕсене малашлăхра упрама ăс парасси, кил-йышра пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе тата пулăшса пурăнни питĕ кирлине ăнланма пулăшасси.