«Халăх шкулĕ – Народная школа» журналăн 2023 çулхи 1-мĕш номерĕ пичетленсе тухрĕ

Чăваш Енре кăçал Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулнине кура «Халăх шкулĕ – Народная школа» журналăн 1-мĕш номерĕн хуплашки çинче телейлĕ шкул ачи – София Алеева. Унран О.А. Никитина илнĕ «План без мечты не существует» интервьюпа журналăн 21‒22 страницисенче паллашма пулать. Çак авторах Раççей Федерацийĕн музыка искусстви енĕпе паракан преми лауреачĕпе Татьяна Михайловна Григорьевăпа ирттернĕ калаçу питĕ интереслĕ те тĕрлĕ енлĕ.
«Чаплă ентешĕмĕрсем» рубрикăпа тухнă статьясенче М.К. Волков, Ю.М. Виноградов, М.Е. Евсевьев ĕçӗ-хĕлĕпе паллашма пулать.
«Чăваш чĕлхи, литератури тата культури» ярăм, яланхи пекех, тăван халăхăмăрăн иртнипе малашлăхĕшĕн пăшăрханса çырнă хайлавсемпе пуян. Ку тĕлĕшпе Китайра ĕçлесе пурăнакан çамрăк çыравçăран Александра Сергеевнăран тата Чăваш халăх сайтне йĕркелесе пыракан Николай Алексеевич Плотниковран илнĕ интервьюсене палăртмалла.
Вĕренӳ институчĕн доценчĕ Н.Г. Иванова ятарласа учительсем валли хатĕрленĕ «Сохранение традиций» (Дополнительный региональный материал к занятию на тему «Новый год. Семейные праздники и мечты» для 5–9 классов) тĕпчев ĕçĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вăл «Меслетлĕх çӳпçи» ярăмра кун çути курнă.
«Шкул çулне çитменнисене çĕнĕ стандартпа пĕлӳ парасси» рубрикăра вара З.Г. Васильева, Н.Н. Андреева, И.Н. Павлова, И.А. Бармина, А.Н. Майорова, О.С. Булаткина, Н.В. Оришева, Г.М. Миназетдинова, Э.А. Русакова, Е.Н. Ильина, Н.В. Филиппова опычĕсемпе паллашма пулать.
Çитĕнсе пыракан ăрăва Тăван çĕр-шыва юратма хăнăхтарас тĕлĕшпе те «Халăх шкулĕ – Народная школа» журнал пысăк ĕç туса пырать. Куна «Сапăрлăх» (Воспитание) рубрикăпа паллашсанах пĕр иккӗленмесĕр калама пулать. Кунти материалсем чуна тивеççĕ, ырă çын хăй пурнăçне ахаль пурăнса ирттерменнине ĕнентереççĕ, чун-чĕрене тасатакан сăваплă куççуль кăлараççĕ…
Пирĕн журнала çырăнса илме ан мансамăр, вуласа тухсан ыттисене те паллаштарма кăмăл тупсамăр.