Пуласлăха шанса «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль иртрĕ

Пуласлăха шанса «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль иртрĕ

Чăваш халăхĕн авалтан пыракан йăла-йĕркипе, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсемпе паллаштарас, ачасене тăван халăх йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарас, шкул ачисен тăван халăх чĕлхипе литературине, историпе культурине вĕренес кăмăлне çĕклес тĕллевпе Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пĕрремĕш хут «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль иртрĕ.

Фестивале Тăван чĕлхе кунне тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕ тата Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ йĕркелерĕç.

Шăмат кун, нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче ирех хăнасем «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестивале пуçтарăнчĕç. 10 районăн 33 шкулĕпе ача садĕнчен килнĕ хăнасене учительсен ушкăнĕ юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Ун хыççăн хăнасем шкулпа паллашма «Чăваш эрешĕ», «Хĕрлĕ Чутай тумĕ», «Чăваш сувенирĕсем» куравсенче, «Çут çанталăк тата экологи», «Чăваш пÿрчĕ» музейсенче, «Чăваш тĕрри», «Хурт-хăмăр ăсталăхĕ» ăсталăх лаççисенче пулчĕç.

Экскурси хыççăн Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн директор ĕçĕсене тăвакан Вероника Архипова фестивале уçрĕ, ĕмĕрсем тăршшĕпе тытса пынă ырă йăла-йĕрке аваллăхра кăна ан юлтăр тесе пăшăрханнине пĕлтерчĕ. Уява хутшăнакансене çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕ ертÿçин çумĕ вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Игорь Живоев, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин ертÿçи Анна Егорова, Хĕрлĕ Чутай ентешлӗхĕн ертӳҫи Владимир Савинкин, Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлӗхӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов, Чӑваш наци конгресӗн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн председателĕ Юлия Мареева саламларĕç.

Ун хыççăн хĕрÿ тупăшу пуçланчĕ, фестивале хутшăнакансем хăйсен пултарулăхĕпе сакăр ăмăртура паллаштарчĕç.

«Атьăр вăййа тухар-и?» ăмăртура шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем чăваш ача-пăча вăййисене кăтартса пачĕç.

«Халăх хитре – йăлипе» ăмăртура вăтам классенче вĕренекенсенчен йĕркеленĕ фольклор ушкăнĕсем хăйсен тăрăхĕнчи йăла-йĕркене кăтартса пачĕç.

«Халăх юрри – чунăм уççи» ăмăртура вăтам е аслă классенче вĕренекенсем чăваш халăх юррине юрларĕç.

«Ай, ташлар-и ташшине…» ăмăртура шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем чăваш ташшине ташласа кăтартрĕç.

«Çĕнĕ варкăш» ăмăртура 2-11-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсем çырнă сăвăсене пăхмасăр пултаруллă каласа пачĕç.

«Халăх йăли пурнăç йĕрки» ăмăртура вĕрентекенсем чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса уроксемпе урок тулашĕнчи ĕçсем ирттерчĕç.

«Ачалăхри асамат кĕперĕ» ăмăртура 5-11-мĕш классенче вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен куравĕ пулчĕ.

«Пирĕн çемьен юратнă чăваш апачĕ» ăмăртура 1-11-мĕш классенче вĕренекен ачасем хăйсен çемйипе хатĕрленĕ чăваш апат-çимĕçĕ çинчен каласа пачĕç.

Тăван чĕлхе кунне тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă уяв пĕтĕмлетĕвĕ акт залĕнче иртрĕ. Фестивале хутшăннисене сертификат, çĕнтерÿçисене дипломпа пылак кучченеç парса чысларĕç. Уяв савăнăçлă та хаваслă иртрĕ. Вăл тĕрлĕ район шкулĕсен вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсене, ашшĕ-амăшне, власть тата культура тытăмĕнче вăй хуракансене пĕрлештерчĕ. Хăйĕн аваллăхне пĕлмен халăхăн пуласлăхĕ çук теççĕ. Пирĕн вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тăван халăхăн культурипе йăли-йĕркине пит аван пĕлнине кăтартса пачĕç. Апла пулсан, пирĕн пуласлăх пур.

Фестиваль çĕнтерÿçисемпе, уявра ÿкернĕ фотосемпе Хĕрлĕ Чутай шкулĕн сайтĕнче https://sosh-krchet.edu21.cap.ru/news/2023/02/18/hrl-chutaj-vtam-shkul-2023-ulhi-nars-ujhn-18-msh-avallhsr-malashlh-uk-festivalj-ptmletv/?id=1a995955-f13c-438e-9a81-a23a9d5e4147 адреспа кĕрсе паллашма пулать.

 

*     *     *

 

18 февраля в Красночетайской средней школе Красночетайского муниципального округа состоялся первый фестиваль «Без прошлого нет будущего», посвященный Дню родного языка и Году счастливого детства.

Фестиваль организован БУ ЧР ДПО «Чувашский республиканский институт образования» Минобразования Чувашии и МАОУ «Красночетайская средняя общеобразовательная школа» Красночетайского муниципального округа в целях сохранения культурного наследия чувашского народа, приобщения детей к чувашской национальной культуре, обычаям и традициям чувашского народа, к его духовно-нравственным ценностям, поддержание творческой активности педагогов,

В фестивале приняли участие обучающиеся и педагоги 33 дошкольных и общеобразовательных школ из 10 районов Чувашской Республики.

Гостей фестиваля «Без прошлого нет будущего» встретил фольклорный ансамбль учителей школы. Для всех участников и гостей была организованы выставки «Чувашские узоры», «Одежда чуваш Красночетайского района», «Чувашские сувениры», мастер-классы «Чувашская вышивка», «Пчеловодство», посещение музеев «Природа и экология», «Музей чувашского быта».

Фестиваль открыла исполняющий обязанности директора Красночетайской средней школы Вероника Архипова. Она поприветствовала участников и гостей фестиваля и обратилась ко всем присутствующим со словами: «Традиции чувашского народа, созданные из поколения в поколения, не остались бы только в прошлом». С поздравительной речью также выступили заместитель главы администрации муниципального округа – начальник отдела образования Игорь Живоев, и.о. заведующего кафедрой чувашского языка и литературы Чувашского республиканского института образования Анна Егорова, руководитель Красночетайского землячества Владимир Савинкин, исполнительный директор Совета муниципальных образований Чувашской Республики Александр Кузнецов, руководитель комитета «Чувашская женщина» Чувашского национального конгресса Юлия Мареева.

После открытия фестиваля началась работа в секциях. Участники фестиваля представили свое творчество в восьми состязаниях: «Атьăр вăййа тухар-и?» (чувашские народные игры), «Халăх хитре – йăлипе» (чувашские народные игры), «Халăх юрри – чунăм уççи» (чувашские народные песни), «Ай, ташлар-и ташшине…» (чувашские народные танцы), «Çĕнĕ варкăш» (чтение стихов собственного сочинения), «Халăх йăли – пурнăç йĕрки» (проведение урока или внеурочного занятия), «Ачалăхри асамат кĕперĕ» (конкурс рисунков).

Подведение итогов праздника, посвященного Дню родного языка и Году счастливого детства, состоялось в актовом зале. Участникам фестиваля вручили сертификаты, победителям – дипломы и сладкие подарки. Фестиваль прошел празднично, весело и интересно! Он объединил учеников и учителей школ разных районов, родителей, государственных служащих и работников культуры. Говорят, что у народа, не знающего своего прошлого, нет будущего. Наши учителя и ученики показали прекрасное знание культуры, обычаев и традиций родного народа. Значит, у нас есть будущее.



19 февраля 2023
16:58
Поделиться