Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем хăйсен пĕлĕвне ÿстерчĕç

Кăрлачăн 23-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 10-мĕшĕччен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем «Шкул ачисене чăваш чĕлхипе патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацине хатĕрленин пахалăхне ÿстересси» программăпа хăйсен пĕлĕвне ÿстерчĕç.
Вӗрентекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзамен тытӑмне, кодификаторĕпе спецификацине тишкерчĕç, текстпа ĕçлемелли меслетлĕхпе паллашрӗҫ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли тухӑҫлӑ формӑсене алла илчӗҫ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетрӗҫ, шкул ачисен экзаменра тӗл пулакан паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкерчӗҫ.
Хăйсен пĕлĕвне ÿстерекенсем шкул ачисем тата ашшĕ-амăшĕ валли асра тыту кĕнеки хатĕрлерĕç, ача çырнă ĕçсене тишкерсе хакларĕç, йăнăшсемпе çитменлĕхсенчен хăтăлмалли мелсемпе ăслайсене палăртрĕç, ăслав сочиненийĕ çырса пăхрĕç.
Вĕрентекенсем пĕлĕве ÿстермелли курс усăллă та тухăçлă пулнине пĕлтерчĕç, илнĕ пĕлÿпе хăйсен ĕçĕнче усă курма шантарчĕç.