«Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» проекта хутшӑнакансем пултарулăх лаççинче хăйсен ăсталăхне туптарĕç

«Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» проекта хутшӑнакансем пултарулăх лаççинче хăйсен ăсталăхне туптарĕç

Вӗренӳ институчӗн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертсе пынипе Шупашкар хулин 211-мӗш ача садӗнче нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Ачасен чӑваш пуплевне таврашри япаласемпе усӑ курса аталантарасси» темӑпа пултарулӑх лаҫҫи иртрӗ.  Унта «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» проекта хутшӑнакан педагогсем хӑйсен ӑсталӑхне туптарӗҫ.

Чи малтанах Мария Харитонова заведующи ача сачĕпе паллаштарчĕ, таврашри япаласем ачасене кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшне те чăваш культурипе паллашма май пани çинчен пĕлтерчĕ. Унтан педагогсем ушкăнсем çине пайланса тĕрлĕ ăсталăха алла илчĕç: ăстаçăсем ертсе пынипе хăйсен аллипе лепбук тума, тăм япаласене чăваш тĕррипе эрешлеме, пиртен сас паллисем çĕлеме, курăсран пуканесем хатĕрлеме вĕренчĕç

Ăсталăх лаççисем хыççăн Вĕренÿ институчĕн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин ертӳҫи Анна Егорова ертсе пынипе иртнĕ шухăш картинче воспитательсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, таврашри япаласемпе усă курса ачасене чăвашла калаçма вĕрентмелли майсемпе мелсене палăртрĕç.



10 февраля 2023
12:03
Поделиться