«...Пирĕн хула пурнăçне чăвашлатма тăрăшмалла. Чăвашлăх ан чактăр тесе çине тăмалла.»

«...Пирĕн хула пурнăçне чăвашлатма тăрăшмалла. Чăвашлăх ан чактăр тесе çине тăмалла.»

«Ĕçе йĕркелесси, ертсе пырасси кăмăла килет», — пытармасть вăл. Сăмахăм ЧР Вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев çинчен. Асăннă института вăл пилĕк çул ертсе пырать. Юрий Николаевич паян — «Хыпар» тĕпелĕнче.

«Пачăшкă пулас мар-и?»

— Юрий Николаевич, эсир ача чухне министр, ректор пуласси пирки шухăшламан та пулĕ?

— Вĕренме, аслă пĕлÿ илме ĕмĕтленнине астăватăп. Атте пачăшкăсене питĕ хисеплетчĕ, вĕсем çинчен илĕртÿллĕн каласа паратчĕ. «Атте, пачăшкă пулас мар-и?» — тени те асрах. «Эпĕ савăнăттăм», — кăмăлне пытарманччĕ вăл. Каярахпа ăнлантăм — пачăшкăн яваплăхĕ пысăк. Йывăр мисси. Халĕ те илĕртет мана ку тивĕç. Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр, ниме пăхмасăр çак ĕçре тăрăшакансене питĕ хисеплетĕп. Ача чухне спортпа туслăччĕ. Вĕренме кĕрес, салтака каяс шухăшпа пурăнаттăм. Ачалăха аса илтĕм тĕк çывăх çыннăмсем çинчен каласа хăвармаллах. Атте Николай Алексеевич 1943 çулта çуралнă. Анне Светлана Васильевна Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăл 8-мĕш класс хыççăн фермăна ĕçлеме кайнă. Кайран виçĕ теçетке çула яхăн пекарньăра вăй хунă. «Районти çăкăр пĕçерекен чи лайăх специалист» ята тивĕçнĕ. Анне халĕ 72-ре. Атте икĕ çул каялла пурнăçран уйрăлчĕ. Вăл вырăнти колхозра ĕçленĕ. Унăн чунĕнче ирĕклĕх туйăмĕ вăйлă палăратчĕ. Атте пĕр вăхăт лесник те пулчĕ. Утарçăра, газовикре нумай çул вăй хучĕ. Ирĕклĕрех ĕçе кăмăллатчĕ. Мана çав туйăм аттерен куçнă пулĕ. Никама пăхăнмасăр, ирĕккĕн пурăнаймастăн паллах. Пурнăçра яланах кама та пулин пăхăнатăн. Хăшĕ-пĕри сана пăхăнать. Тепри кайран çÿлерех хăпарма пултарать. Пурнăç вылявĕ ку. Çапах кирек кам пулсан та çакна асра тытмалла: мăн кăмăллă пулмалла мар, сăмсана каçăртмалла мар.

— И.Н.Ульянов ячĕллĕ университета сире шăпа мĕнле илсе çитернĕ?

— Шкул хыççăн юлташпа Мускав патшалăх университетне кайнăччĕ. Философи факультетне суйланăччĕ. Шел, унта вĕренме кĕреймерĕмĕр. Шупашкара таврăнсан кунти университет та хапăлах пулмарĕ. Мĕн тăвас? Лифтера вырнаçрăм. 72 тенкĕ шалу илеттĕм. Общежитире койка вырăн панăччĕ. Çулталăк ĕçлесен салтак ячĕ тухрĕ. Икĕ çул стройбатра пултăм. Унта лекнĕшĕн эпĕ питĕ кăмăллă, мĕншĕн тесен стройбатра çĕнĕ профессисене алла илтĕм. Штукатур, маляр, плиточник пулса тăтăм. Кунне 12 тăваткал метр лаптăка штукатурка тумаллаччĕ. Прапорщиксем вăрăм линейкăсемпе виçетчĕç, путăксем пулмалла марччĕ. Çулталăкран мана нормировщика лартрĕç. Хĕсметрен раштав уйăхĕнче таврăнтăм. Вăл вăхăтра университета вĕренме кĕмешкĕн пулăшакан хатĕрленÿ курсĕ пурччĕ. Валентин Абрамов, Валерий Андреев преподавательсем тин кăна йĕркеленнĕ факультета кĕме сĕннĕччĕ. Чăваш филологийĕпе культура факультечĕн студенчĕ пулса тăтăм. Ăна суйланăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Ĕмĕте пурнăçа кĕртнишĕн хĕпĕртетĕп.<...>

Роза ВЛАСОВА

Хыпар 14-15 (28042-28043)№№ 10.02.2023

10 Нарăс, 2023



10 февраля 2023
14:52
Поделиться