Республикăн пĕрлехи экзаменĕн ĕçĕсене тĕрĕслесе хаклама вĕренчĕç

2023 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче Вĕренÿ институчĕ Чăваш Республикин вĕрентÿри çĕнĕ технологисен центрĕпе пĕрле чăваш чĕлхипе тытакан республикăн пĕрлехи экзамен ĕçĕсене хаклакан экспертсен вĕренĕвне ирттерчĕ.
Чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи А.С. Егорова пулас экспертсене экзамен тытăмĕпе, изложенипе сочинени хакламалли критерисемпе паллаштарчĕ. Унтан чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем 9-мĕш класс пĕтерекенсен пӗлӗвне тӗрӗслес-хаклас хăнăхăва ачасен ĕçĕсене тишкерсе аталантарчĕç.