Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. Ленинград блокадине татни

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» анлă проектăн кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче 1-2 классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕн сценарийĕн чăвашла варианчĕпе паллашма сĕнетпĕр. Класс сехечĕ «Ленинград блокадине татни» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: ачасене Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмĕ – Ленинград блокади çинчен пĕтĕмĕшле пĕлӳ парасси, блокадăланă хула ачисен пурнăçĕн уйрăм факчĕсемпе паллаштарасси, Ленинград çыннисен паттăрлăхĕшĕн, кăмăл çирĕплĕхĕшĕн, Тăван çĕр-шывшăн асап-нуша чăтма пултарнăшăн пуç тайма вĕрентесси.