«Çĕнĕ çул саламĕ» акци малалла пырать: Сурхури ячĕпе пĕр-пĕрне саламлатпăр!

Аса илтеретпĕр, Çĕнĕ çул тата Сурхури уявĕсем çывхарса килнĕ май 2022 çулхи раштав уйăхӗн 19-мӗшӗнчен пуçласа 2023 çулхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕччен «Çĕнĕ çул саламĕ» акци иртет.
Çĕнĕ çула кĕтсе илтĕмĕр, чăвашла сăвă каласа, юрă юрласа тата салам (открытка) çырăвĕ çырса пĕр-пĕрне çирĕп сывлăх, çитĕнÿ, ăнăçу, телей, хавхалану сунтăмăр! Халĕ вара Сурхури çывхарать! Атьăр-ха пĕр-пĕрне çак илемлĕ уявпа саламлар!
Акцие чăвашла калаçакан кирек кам та хутшăнма пултарать: Сурхури ячĕпе саламласа видео çине ÿкерсе илмелле те #çĕнĕçулсаламĕ, #сурхурисаламĕ хештегпа «Контактра» хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» (https://vk.com/club201526545) ушкăна е Интернетри ытти хутшăну тетелӗсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла.
Видеоролика маларах палăртнă адреспа лартсан кашни хутшăнакана сертификат парса чыслаççĕ.
* * *
Напоминаем, с 19 декабря 2022 года по 7 января 2023 года проводится «Çĕнĕ çул саламĕ» («Новогодние поздравления на чувашском языке»). Ее цель - в целях сохранение, развитие и популяризация чувашского языка.
Новый год уже наступил, но праздники продолжаются. Скоро наступит светлый праздник Рождество!
В акции могут участвовать все! Для этого нужно записать видеоролик с поздравлением на чувашском языке с наступающим Рождеством и опубликовать его в группе «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» ВКонтакте (https://vk.com/club201526545) или в других социальных сетях с хештегами #çĕнĕçулсаламĕ, #сурхурисаламĕ.