Чăрăш тавра иртекен уяв…

Чăрăш тавра иртекен уяв…

Шупашкар хулин 33-мĕш вăтам шкулĕнче паян анлă мероприяти иртрĕ. Çулталăка вĕçленĕ май Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар шкулĕсенчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем вĕренÿ ĕçĕнчи ыйтусем тавра пуçтарăнса калаçрĕç.

Семинара шкул директорĕ Луиза Григорьева уçрĕ, шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕ центрĕн ертÿçи Инесса Ядранская вĕренÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки каласа ăнлантарчĕ.

Семинарта чи пахи – вĕрентекенсен пултарулăхĕпе паллаштаракан ăсталăх лаççисем пулчĕç.

2-мĕш класра вĕренекенсемпе пĕрле Ирина Диарова (Шупашкарти 33-мĕш шкул вĕрентекенĕ) ертÿçĕ тата Александр Степанов (Шупашкарти 40-мĕш шкул вĕрентекенĕ) Хĕл Мучи семинара пухăннă ĕçтешсене Çĕнĕ çул уявĕ ирттерсе пачĕç, чăрăш йĕри тавра вăйă картине тăрса выляса кулчĕç, юрă юрларĕç, ташă ташларĕç.

Наталья Борисова вĕрентекен (Шупашкарти 33-мĕш шкул вĕрентекенĕ) тăрăшнипе симĕс чăрăш çине çакма теттесем ăсталарĕç, Наталья Афанасьева (Çĕнĕ Шупашкар хулин 5-мĕш шкулĕ) тата Алевтина Такина (Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕ) кăтартса пынипе класс тулашĕнчи ĕҫе пурнăҫланă чух арт-технологие усă курассипе паллашрĕç.

Семинар тухăçлă иртрĕ.



30 декабря 2022
14:04
Поделиться