Пултарулӑх ушкӑнӗсем лартнӑ юмахсем кӑмӑла ҫӗклерӗҫ, чуна тыткӑнларӗҫ

Пултарулӑх  ушкӑнӗсем лартнӑ юмахсем кӑмӑла ҫӗклерӗҫ, чуна тыткӑнларӗҫ

2022 çулхи раштав (декабрь) уйăхĕн 01-27-мĕшĕсенче чăваш чĕлхипе литература кафедри «Юмах патĕнче хăнара» видеороликсен конкурсне  ирттерчĕ. Конкурса «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» республика проектне пурнӑҫа кӗртекен шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенчен 78 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑнчӗ.

Наци культурин ачасемшĕн пĕлтерĕшлĕ тата ăса хывма çăмăлрах элеменчĕсем шутне юмах, юрă, вăйăсем, кӗвӗ, халăх пултарулăхĕ, йăла-йĕрке кĕреççĕ. Ачасем вĕсене кăмăлласа йышăнаççĕ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем чӑваш халӑх юмахӗсен тӗрлӗ тӗсне кӑтартрӗҫ: йӑла юмахӗсем («Керменкке», «Тилӗ тус», «Сармантей», «Ҫарӑк», «Лаша шырани»), чӗр чунсем ҫинчен калаканнисем («Пукане», «Тилӗпе кашкӑр», «Кашкӑрпа карчӑк», «Уҫӑлма тухнӑ Шӑши»),  асамлӑ юмахсем («Ҫил ачисем»).

Ачасем кӑтартнӑ чӑваш халӑх юмахӗсем, литература юмахӗсем (Николай Ишентей ҫырнӑ «Автанпа тилӗ», Николай Сутеев ҫырнӑ «Кӑмпа айӗнче»  юмахсем) кӑмӑла ҫӗклерӗҫ, чуна тыткӑнларӗҫ.

Юмахсем кӑтартса шкул ҫулне ҫитмен ачасем чӑваш тумӗпе илӗртрӗҫ, тӑван чӗлхепе калаҫса чуна уҫрӗҫ,  юрласа-ташласа савӑнтарчӗҫ. Юмах темипе тӗп шухӑшне уҫма (ӑнкарулӑхпа ӑсра сӑнарлама пӗлнине палӑртма) чӑваш кӗвви, декораципе бутафори пулӑшрӗҫ.

 Ачасем выляса панӑ юмаха тата та илӗртӱллӗрех тума ача садĕнче ĕçлекен воспитательсемпе музыка ертӳçисем информаципе коммуникаци технологийӗпе усӑ курса видеороликсем хатӗрлерӗҫ.  

Шкул ҫулне ҫитмен ача «Юмах патĕнче хăнара» видеороликсен конкурсне хутшăнса тӑван чӗлхе техӗмлӗхне чухлама, юмах никĕсĕнчи тĕп шухăша туйса илме вӗренет.

Килес ҫулхи ӗҫсенче чӑваш халӑх тумне пӗлсе тӑхӑннине (хӗр ачасем пуҫа тухья тахӑннине е тутӑр ҫыхнине, пӗр ҫивӗт тунине, ҫӑпата тӑхӑнсан тӑла сырнине); конкурса тӑратнӑ видеороликӑн пуҫламӑшӗпе (титулӗ) вӗҫне кирлӗ пек йӗркеленине, юмах сценарийӗнче тӑван чӗлхепе ытларах калаҫнине курас килет.

Список победителей дошкольных образовательных организаций, реализующих республиканский проект «Родной язык – язык матери»

  



28 декабря 2022
10:22
Поделиться