«Çĕнĕ çул саламĕ» акцие хутшăнар!

«Çĕнĕ çул саламĕ» акцие хутшăнар!

Çĕнĕ çул тата Сурхури уявĕсем çывхарса килнĕ май Чăваш Республикин вӗренӱ институчӗ 2022 çулхи раштав уйăхӗн 19-мӗшӗнчен пуçласа 2023 çулхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕччен «Çĕнĕ çул саламĕ» акци ирттерет.

Акцие чăвашла калаçакан кирек кам та хутшăнма пултарать: Çĕнĕ çул, Сурхури, хĕл çинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео çине ÿкерсе илмелле е открытка хатĕрлемелле те #çĕнĕçулсаламĕ  хештегпа «Контактра» хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» (https://vk.com/club201526545) ушкăна е Интернетри ытти хутшăну тетелӗсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла. Видеоролика маларах палăртнă адреспа лартсан кашни хутшăнакана сертификат парса чыслаççĕ.



16 декабря 2022
15:37
Поделиться