Интернет олимпиада иртрĕ
2022 çулхи раштав уйăхĕн 01-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хушшинче интернет олимпиада иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 236 учитель хутшăнчĕ. Олимпиадăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри ертсе пычĕ.
Учительсем 26 ыйтăва хуравларĕç. Пурте тĕрĕс хуравланă ыйтусем пулмарĕç. Сертификатсене электрон адрессем çине раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче ярса патăмăр.
Конкурса хутшăннă çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен дипломĕсем хатĕр, электрон почтăпа ярса паратпăр.
Тĕрĕс хуравсемпе паллаштаратпăр.