Шкул ачисене республикăн пĕрлехи экзаменне 2023 çулта тыттарма хатĕрленетпĕр

2022 çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Шкул ачисене республикăн пĕрлехи экзаменне 2023 çулта тыттарма хатĕрлесси» семинар ирттерчĕ.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикăн пĕрлехи экзаменĕн тытăмĕпе тата тĕллевĕпе, текст тишкермелли меслетлĕхпе паллашрĕç, тест ыйтăвĕсене хуравлама вĕрентес ĕçе йĕркелемелли тухăçлă формăсене алла илчĕç, изложенипе сочинени çырма вĕрентмелли хăнăхăва аталантарса çирĕплетрĕç, шкул ачисен экзамента пулакан паллăрах йăнăшĕсене тишкерчĕç.
SberJazz хушăм урлă ирттернĕ семинар пуриншĕн те усăллă иртрĕ.
Аса илтеретпĕр, республикăн пĕрлехи экзаменне хатĕрлемелли материала Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче тупма пулать. Çавăнтах чăваш чĕлхи вĕрентекенсем валли А.С. Егорова хатĕрленĕ «Республикăн пĕрлехи экзаменне 2023 çулта ирттерме хатĕрленесси» меслетлĕх кăтартăвĕсемпе паллашма пулать.