Чăваш тĕрри кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Чăваш тĕрри кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Тĕрĕ – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне, алă ăсталăхне, тирпейлĕхĕпе ĕçченлĕхне сăнарлакан паллă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче кашни çулах Чăваш тĕрри кунне паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун республикăра тĕрĕ ăсталăхне аталантарассишĕн, çак пуянлăха анлăрах сарма, йăла-йĕркене упраса хăварма, ламран лама пама тăрăшнă тĕрĕ ăсти Екатерина Ефремова кун çути курнă.Çак уяв халăха чăваш тĕррисене упрама, çамрăксене тăван культурăпа тĕплĕнрех паллашма, ăстаçăсен ĕçне малалла тăсма хавхалантарма тивĕç.

Кăçал та Чăваш Республикинче тата диаспорăра Чăваш тĕрри кунне анлă уявлаççĕ. Шкулсенче ăста урокĕсем, конференцисем, куравсем, акцисем, ăсталăх класĕсем иртрĕç.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри«Контактра» хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» ушкăнпа пĕрлеЧӑваш тӗрри кунне халалласа чÿк уйăхĕн 13-19-мĕшĕсенче сăвă çыракансен конкурсне ирттерчӗ. Конкурса тĕрлĕ ÿсĕмри вулакансем хутшăнчӗҫ.Чи нумай сасă (лайк) пуҫтаракансем ҫаксем пулчӗҫ:

Ҫӗнтерӳҫӗсене чӑваш тӗрриллӗ куркасем парнелесе чысларăмăр.Галина Казакова-Блинова куркине хăйĕн ывăлĕ Борис Казаков çитерессе шанатпăр.

Конкурса хутшӑннӑшӑн пурне те тав тӑватпӑр, малалла та хастар пуласса шансах тӑратпӑр.

   



26 ноября 2022
13:35
Поделиться