«Тавах, аннеçĕм!» акцие хутшăнар!

«Тавах, аннеçĕм!» акцие хутшăнар!

Анне кунне халалласа Чăваш Республикин вӗренӱ институчӗ Чăваш наци конгресĕпе пĕрле чÿк уйăхӗн 18-30-мӗшӗсенче «Тавах, аннеçĕм!» акци ирттерет.

Акцие чăвашла калаçакан кирек кам та хутшăнма пултарать: анне çинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео çине ÿкерсе илмелле те #таваханнеçĕм хештегпа «Контактра» хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» (https://vk.com/club201526545), «Чăваш наци конгресĕ» (https://vk.com/club73439225) ушкăнсене е Интернетри ытти хутшăну тетелӗсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла. Палăртнă адрессемпе лартсан кашни хутшăнакана сертификат парса чыслаççĕ.

 



22 ноября 2022
15:52
Поделиться