АННЕ ‒ КАШНИ ÇЫНШĂН ЧИ ХАКЛĂ СĂМАХ (чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр)

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» анлă проектăн чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче 1-2 классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕн сценарийĕн чăвашла варианчĕпе паллашма йыхравлатпăр. Класс сехечĕ «Анне – кашни çыншăн чи хаклă сăмах» темăпа иртĕ.
Класс тулашĕнче ирттермелли заняти тĕллевĕ – аннене юратма, тав тума, хисеплеме, уншăн тăрăшма вĕрентесси.