Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене пĕлсе тăма!

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри 2022 çулхи раштав уйăхĕн 01-мĕшĕнче Паллă ентешсен çулталăкне  халалласа интернет олимпиада ирттерет.

Интернет олимпиадăна Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентекен учительсем хутшăнаççĕ.

Интернет олимпиадăна хутшăнас текенсен 2022 çулхи раштав уйăхĕн 01-мĕшĕнче 14 сехет те 30 минутра https://forms.yandex.ru/u/633e77da6bebb95cb7c1a31b/ адреспа кĕрсе регистрациленмелле те тÿрех олимпиада ыйтăвĕсене хуравлама тытăнмалла.

Ыйтусене хуравлама  60 минут уйăрнă. Олимпиада ыйтăвĕсене чăваш шрифчĕпе усă курса хуравламалла. Район (хула), шкул ячĕсене тĕслĕхре кăтартнă пек çырмалла.

Интернет олимпиада  тÿлевсĕр  иртет.  

Пурне те интернет олимпиадăна хутшăнма йыхравлатпăр!

Олимпиада положенийĕпе вĕренÿ институчĕн сайтĕнче паллашма пултаратăр.



Прикрепленные файлы

положение
Скачать
(pdf,   145,62 Kb)
16 ноября 2022
15:55
Поделиться