Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. Эпир – расна çынсем, анчах яланах пĕрле

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» анлă проектăн чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче 1-4 классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕн сценарийĕн чăвашла варианчĕпе паллашма йыхравлатпăр. Класс сехечĕ «Эпир – расна çынсем, анчах яланах пĕрле» темăпа иртĕ.
Класс тулашĕнче ирттермелли заняти тĕллевĕ: шкул ачисене Раççей Федерацийĕн халăхĕсем нумаййине, анчах пĕр пĕрлĕх тунине кăтартасси; Тăван çĕр-шыв çинчен çĕннине пĕлес, пирĕн çĕр-шывăн тĕрлĕ тăрăхĕпе паллашас туйăм çуратасси, Раççей тăрăх курса çӳресси питĕ кăсăк тата илĕртӳллĕ иккенне ăнланса илме май парасси.