«Шкулта илнĕ пĕлÿпе пурнăçра усă курма мĕнле вĕрентмелле?» коучинг сесси иртрĕ

Хальхи саманара обществăна хăйсем тĕллĕн аталанма тата хăйсене тупма пултаракан çамрăксем кирлӗ. Юлашки вăхăтра ку ыйту уйрăмах çивĕчленчĕ. Вĕрентекенсен ачасене пĕлÿ панипе çырлахмалла мар, пĕлĕве тупма, кайран унпа усă курма вĕрентмелле. Хальхи информаци талккăшĕнче вĕсем çĕтсе ан кайччăр, ыттисемпе пĕрле хутшăнса ĕçлеме пултарччăр, хăйсене тата хăйсен ĕçне тĕрĕс хак пама пĕлччĕр, урокра илнӗ пӗлӳпе пурнӑҫра усӑ курма хӑнӑхчӑр тесе тӑрӑшмалла.
Шкул ачисене хăйсем пухнă пĕлĕвĕпе пурнăçра усă курма вĕрентес хăнăхăва аталантарма Раççей Федерацийĕ халăхĕсен тăван чĕлхисен федераци институчĕ «Вырăс чĕлхи тата Раççей Федерацийĕ халăхĕсен тăван чĕлхи тата вырăс чĕлхи урокĕсенче ачасене пĕлĕве чăнлăхпа çыхăнтарма хăнăхтарни» («Формирование функциональной грамотности на уроках русского и родных языков народов Российской Федерации») программа хатĕрленĕ. Çак программăпа хăйсен пĕлĕвне ÿстерекен вĕрентекенсем валли 2022 çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ коучинг сесси ирттерчĕ. Коучинг сесси инçет мелпе иртрĕ, ăна чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçи ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова ирттерчĕ. Коучингра педагогсем хăйсем те хатĕр пĕлÿ илмерĕç, коуч панă ыйтусем çине хуравларĕç, вăл е ку йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре палăртрĕç.
Вĕрентекенсем çĕнĕлле ирттернĕ заняти хăйсене килĕшнине палăртрĕç, вĕсем хăйсем те çавăн йышши уроксем ирттерме кăмăл тунине пĕлтерчĕç.