«Кĕнеке страницисене чĕрĕлĕх кĕртетпĕр» конкурсăн çĕнтерӳçисем паллă

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхи, чăваш литератури тата тăван ен культури урокĕсенче усă курмалли видеороликсемпе анимаци фильмĕсен конкурсне ирттерчĕ.
Жюри 15 ĕç пăхса тухса хакларĕ, конкурса тăратнă материалсем паха пулнине палăртрĕ. Ĕçсем тĕрлĕ енлĕ пулчĕç: мультфильм майлă калăпланисем, слайдсене сасăланисем, видеофрагментсем тата фотоматериалсем лартнă ĕçсем т.ыт те.
Конкурсантсем ĕçе тĕплĕн туни курăнчĕ, çапах та хăш-пĕр ĕçсем конкурс условийĕсене тивĕçтермен пирки (сăн ÿкерчĕксем анчах пулни, сасă тата видео пахалăхĕн шайĕ çителĕксĕр пулни т.ыт.те) çĕнтерÿçĕсен шутне кĕреймерĕç.
Жюри 4 çĕнтерÿçĕпе 7 призёра палăртрĕ.
Конкурса хутшăнакансене тав тăватпăр. Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене саламлатпăр. Дипломсене тата конкурса хутшăнни çинчен ĕнентерекен сертификатсене заявкăра кăтартнă адреспа чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕччен çитерме палăртнă.
Йĕркелÿ комитечĕ:
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ
E-mail: chrio18@rchuv.ru
Телефон: 8(8352) 45-99-96