Чăваш чĕлхипе республикăн пĕрлехи экзаменне тытма хатĕрленер

2023 çулта шкултан вĕренсе тухакансем экзамен тытма хатĕрленме пуҫларĕҫ ĕнтĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче чăваш чĕлхипе тытмалли республикăн пĕрлехи экзаменĕн тĕслĕх вариантне, кодификаторне тата тĕрĕслевпе хаклав материалĕсен спецификацине вырнаçтартăмăр.
Республикăн пĕрлехи экзаменне ирттермелли тĕрĕслевпе хаклав материалĕсен тĕп тĕллевĕ – 9 тата 11 класс пĕтерекен ачасен чӑваш чĕлхипе пухнă пĕлĕвне пĕтĕмĕшле аттестаци картинче хакласси.
Тĕслĕх варианта пулас экзамен тытăмĕпе тата йĕркипе паллаштарма хатĕрленĕ: экзамен ĕçĕн тытăмне ăнлантарнă, ĕҫсен формипе шутне кăтартнă, экзамен ĕçĕсене хакламалли критерисене палăртнă. Пĕлÿ содержанийĕн элеменчĕсене ҫавăн пекех кодификаторта ҫырса панă.
9-МĔШ КЛАСС ПĔТЕРЕКЕНСЕМ ВАЛЛИ
Чăваш чĕлхипе 2023 çулта тытмалли республикăн пĕрлехи экзаменĕн тĕслĕх варианчĕ https://chrio.cap.ru/Content2022/orgs/GovId_121/ere_-_2023_-_9_(demo).pdf
Чăваш чĕлхипе 2023 ҫулта тытмалли республикăн пĕрлехи экзаменĕн кодификаторĕ
https://chrio.cap.ru/Content2022/orgs/GovId_121/ere_-_2023_-9_(kodifikator).pdf
Чăваш чĕлхипе 2023 çулта тытмалли республикăн пĕрлехи экзаменĕн тĕрĕслевпе хаклав материалĕсен спецификацийĕ
https://chrio.cap.ru/Content2022/orgs/GovId_121/ere_-_2023_-_9_(specifikaciya).pdf
Изложени аудиофайлĕ
https://chrio.cap.ru/Content2022/orgs/GovId_121/aud-20221107-wa0020.mp3
11-МĔШ КЛАСС ПĔТЕРЕКЕНСЕМ ВАЛЛИ
Чăваш чĕлхипе 2023 çулта тытмалли республикăн пĕрлехи экзаменĕн тĕслĕх варианчĕ
https://chrio.cap.ru/Content2022/orgs/GovId_121/ere_-_2023_-_11_(demo).pdf
Чăваш чĕлхипе тата литературипе 2023 ҫулта тытмалли республикăн пĕрлехи экзаменĕн кодификаторĕ
https://chrio.cap.ru/Content2022/orgs/GovId_121/ere_-_2023_-_11_(kodifikator).pdf
Чăваш чĕлхипе 2023 çулта тытмалли республикăн пĕрлехи экзаменĕн тĕрĕслевпе хаклав материалĕсен спецификацийĕ
https://chrio.cap.ru/Content2022/orgs/GovId_121/ere_2023_-_11_(specifikaciya).pdf
Чăваш чĕлхипе 2023 çулта тытмалли республикăн пĕрлехи экзаменĕн тĕслĕх варианчĕсемпе, кодификаторĕсемпе тата спецификацийĕсемпе паллашар, экзамена хатĕрленме пуçлар!