Г.Н. Волков академик çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă конференцире

Юпа уйăхĕн чи юлашки кунĕ – чăваш çыннисемшĕн паллă кун. Çак кун вĕренÿре, культурăра ĕçлекенсем Г.Н. Волков этнопедагог академик çуралнине паллă тăваççĕ. Кăçал Геннадий Никандрович çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Академика кăçал аса илсе ыр сăмахсем тĕрлĕ çĕрте каларĕç. Çакнашкал тĕл пулусенчен пĕри Шупашкарăн 12-мĕш шкулĕнче иртрĕ. Кунта «Халăх вĕрентĕвĕн йăли-йĕрки – вĕрентекенĕн чун-чĕм культурин тĕп шăнăрĕ» ятпа ăслăлăхпа меслетлĕх конференцийĕ хăйĕн юбилей ларăвне ‒ 10-мĕш пухăвне пухăнчĕ. Кăçалхи конференци программинче 36 доклад кăтартнă. Доклад тăвакансем ‒ тĕпчевçĕсем, культурăпа архив ĕçченĕсем, журналистсемпе писательсем, чăваш чĕлхи учителĕсем т. ыт. те.
Конференцие хутшăнакансене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ ячĕпе чăваш чĕлхипе литература кафедрин пуçлăхĕ А.С. Егорова тата рагион аталанăвĕ центрĕн ăслăлăх ертÿçĕ ĕçтешĕ Ю.М. Виноградов доцентсем саламларĕç, конференцин хатĕрлев ĕçне кашни çулах ертсе пыракан А.П. Игнатьева учительницăна «Халăх шкулĕ» журналăн юлашки номерне парса тав турĕç, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕç.