Геннадий Волковăн «Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ» сăмахĕсене ăса хуратпăр

Геннадий Волковăн «Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ» сăмахĕсене ăса хуратпăр

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе тата Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕпе пĕрле чăваш çĕрĕн мухтавлă ывăлĕ Г.Н. Волков академик çуралнăранпа 95 çул çитнине халалласа «Хавхалану» фестиваль ирттерчĕ. Фестиваль шкул ачисене тата педагогсене Раççей Федерацийĕн сумлă академикĕн Г.Н. Волковăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне ÿстерме пулăшас тĕллевпе кашни çулах иртет.

Кăçалхи фестиваль «Г.Н. Волков хайлавĕпе лартнă чи лайăх инсценировка», «Г.Н. Волков хайлавне чи лайăх вулакан», «Г.Н. Волков пурнăçĕпе пултарулăхне лайăх уçса паракан интернет публикаци» номинацисемпе иртрĕ. Фестивале Чăваш Республикин 20 районĕпе хулинчен тата Тутар, Якути Республиксенчен пурĕ 300 яхăн çын (вĕрентекенпе вĕренекен) хутшăнчĕç. Жюри çĕтерÿçĕсен шутне фестивале тăратнă 60 номере кĕртрĕ.

Чыслав Шупашкар хулин Г.Н. Волков ячĕпе хисепленсе тăракан 62-мĕш шкулĕнче иртрĕ, ăна шкул директорĕ Наталия Кузнецова уçрĕ. Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанӑвӗн ĕçтешĕ Александр Кузнецов саламларĕ.

Пухăннă хăнасене Г.Н. Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕк шкулĕнче ăс пухакансем хăйсем ÿкернĕ «Тĕревпе тĕрек» видеороликпе, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Степанова «Ан кай, кайăк» чăваш халăх юррипе, 62-мĕш шкул вĕренекенĕсем «Анне яшки» инсценировкăпа тата чăваш вăййипе савăнтарчĕç.

Г.Н. Волков академик пуçарнă ĕç – халăх педагогики – чăвашсемшĕн çеç мар, Раççейĕн, пĕтĕм тĕнче халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Геннадий Никандрович иртнипе паянхи çинчен Чăваш Енре, Германире, Калмăкра, Тывара, Кăркăсстанра тата ытти вырăнта лекци вуланă, çамрăк ăрупа тĕл пулнă – яланах халăхсен килĕшĕвне, хутшăнăвне, туслăхне çирĕплетме чĕннĕ, майсем шыранă. «Кашни çыннăн е уйрăм халăхăн шăпине виçĕ юрату татса парать – ачасене юратни, ĕçе юратни, Тăван çĕр-шыва юратни», – тенĕ паллă ăсчах.

Геннадий Никандровичăн тарăн шухашлă сăмахсене ялан асра тытар, хамăр ĕçĕмĕрсемпе çирĕплетер!



31 октября 2022
16:20
Поделиться